Большечурашевский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Етĕрне районĕнчи Уйкас Асламас салинче пурăнакан Фелицата Александровна Данилова: «Пурнăç кăмăла юратать»

09:46 10 апреля 2019 г.

Ӗç ветеранĕ Фелицата Александровна Данилова паян 80 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна Мăн Чураш ял тăрăх пуçлăхĕ Алексей Дмитриев, ачисемпе мăнукĕсем, ял-йыш саламларĕç.

  - Пурăнан пурнăçра савăнмалли те, тĕлĕнмелли те сахал мар пулчĕ. Эпĕ хама телейлĕ хĕрарăм тесе шутлатăп, - тет Фелицата Александровна. Мăшăрĕпе Юрий Ивановичпа вĕсем ĕмĕрĕпех тăван колхозра ĕçленĕ, 5 хĕр пăхса ӳстернĕ, пурне те аслă пĕлӳ илме пулăшнă. Ачисем Галина, Людмила, Лидия, Надежда тата Ирина мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратса ӳснĕ, ялан ашшĕпе амăшне савăнтарма тăрăшнă.

  Паянхи кун ĕç ветеранĕ Лидия хĕрĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Керӳшĕ Виталий Михайлович сумлă юбилей валли хунемĕшĕн пӳлĕмне йăлт юсаса çĕнетнĕ, Фелицата Александровнăна тем пекех савăнтарнă.

 - Пурнăç кăмăла юратать. Кирлĕ кирлĕ маршăн ан вăрçăнăр пурнăçра, килĕштерсе пурăнăр, - тет Ф.А.Данилова çамрăксене ырă кун çул суннă май.

  Фелицата Александровна Данилова каласа пани пуриншĕн те питĕ кăсăклă.  

Большечурашевский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Ядринского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика