Большечурашевский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш наци радио хумĕсем паян радио итлекенсене Етĕрне районĕнчи Асламассри халăх театрне илсе çитерчĕç

11:32 13 февраля 2019 г.

Асламассри халăх театрĕн илемлĕх ертӳçиИрина Никонорова, режиссерĕ Владимир Чугунов, çавăн пекех Наташа Яковлева, Анатолий Васильевтата Алена Цыпкина хăйсен пултарулăх çул-йĕрĕпе паллаштарчĕç. Людмила Семенова ăстаçă Анисим Асламас композитор юррине шăрантарса пани те итлекене тыткăна илчĕ. Калугăран килнĕ вырăс хĕрарăмĕ çапла юраласса кам ĕненме пултарĕ?

  Театр çулталăкне халалланă ятарлă кăларăм кăçал 65 çул тултаракан Асламассри халăх театрĕн историйĕпе те, паянхи кун мĕн пăшăрхантарнипе те, малашнехи тĕллевсемпе те кĕскен паллаштарать. 1954-мĕш çулта Феония Алексеевна Васильева драма кружокĕ пуçарса янă. Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртнĕ. Театр ура çине тăнă, 1988-мĕш çулта халăх театрĕ ят çĕнсе илнĕ, куракана çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарса малалла аталаннă. Йăлтах театр ĕçне параннă çынсем Асламас тăрăхĕнче пурăннипе çыхăннă çакă. Вĕсем сцена çинче вылянине курсан чун хĕпĕртет, кăмăл тулать, пурăнас килет.

  Кăçал тата Асламассри культура çурчĕ Чăваш Республикинчи «Чи лайăх культура çурчĕ» номинацире çĕнтернĕ. Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерстви ирттернĕ конкурсра çĕнтерни те ăнсăртран мар, паллах. Нумай çул çак çĕнтерӳ патне утнă вĕсем. Ачасем валли ятарласа «Шăпăрлан» фольклор кружокĕпе «Петруша» ятлă пукане театрĕ йĕркеленĕ. Респуликăра иртекен тĕрлĕ конкурссене яланах активлă хутшăннă.

  Раççейри паллă артист Олег Басилашвили «Актерпа режиссер çынăн чун тарăнăшне кăтартса парсан театр çынна лайăхлатма пултарать», - тенĕ. Ял артисчĕсем ан тив, пысăк сцена синче вылямаççĕ, пысăк укçа ĕçлесе илмеççĕ пултăр, апла пулин те вĕсем çынăн чун илемне, чун тасалăхне кăтартса пама пултараççĕ. Çакă вара — чи пахи!

   Асламассри халăх театрĕ пурăнать, малалла аталанать, çĕнĕ спектакль хатĕрлет, театр çулталăкĕнче тухса çӳреме хайсене çĕнĕ автобус туянса парасса ĕмĕтленет.

   Асламассри халăх театрĕ çинчен хатĕрленĕ передача паян, нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче 21 сехет те 20 минутра эфира тепĕр хут тухать.  Итлеме кăмăл тусамăр! 

 

 

Большечурашевский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Ядринского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика