Туванское сельское поселение Шумерлинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Фестиваль - конкурс" Алра купас янарать"

14:30 11 декабря 2019 г.

Тǎвайри культура ҫуртĕнче Чǎваш Республикинчи сумлǎ  купǎсҫǎсенконкурсĕ пулса иртрĕ.  Кунта Петр  Павлович Павлов Чǎваш Республикин  культурǎн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ ячĕпе «Алра купǎс янǎрать» ятлǎ конкурс–фестиваль иртрĕ .Шупашкар хулинчи, Сĕнтĕрвǎрри, Вǎрнар, Вǎрмар, Елчĕк, Шǎмǎршǎ, Ҫĕмĕрле, Тǎвай, Комсомольски, кӱршеллеТутарстанри -  пурĕ вунǎ район купǎҫисем тĕрлĕ номинацире вǎй виҫрĕḉ.Конкурса ҫитнĕ вǎйǎҫсене Чǎваш Республикин культурǎн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ, Чǎваш наци радиовĕн аслǎ редакторĕ, «Иксĕлми ҫǎлкуҫсем»радиоконкурса йĕркелекенĕ Владимир Евгеньевич Егоров та саламларĕ.
  Купӑсҫӑсен ушкӑнĕсем шӑрантаракан халӑх  кĕввисем чӑвашсен кӑмӑл-туйӑмне яланах хускатҫҫĕ, ырӑ  шухӑш - кӑмӑл ҫуратаҫҫĕ. Сцена ҫинчи тупǎшу ҫав тери, ҫав тери ҫивĕч пулчĕ. Чи йышлǎ ушкǎнсем  шутĕнче Ҫĕмĕрлери«Шанчǎк» халǎх фольклор коллективĕ, Комсомольскиенчи«Каҫал»гармонистсен ушкǎнĕ, Вǎрнар  районĕнчи тĕрлĕ ялсенчи купǎсҫǎсем, Шǎмǎршǎ районĕнчи«Пуянсас» ачасен инструменталлǎ ансамблĕпулчĕҫ. Номинацисенчи конкурс номерĕсене хаклама жюри пайташĕсене ҫǎмǎлах пулмаре. «Купǎсҫǎсен ушкǎнĕ»номинацире Ҫĕмĕрле районĕнчи гармонистсем  (Михаил Яковлев, Олег Кушников, Николай Егоров) - 3-мĕш вырǎн; Комсомольски районĕнчи «Каḉал» ушкǎн - 2-мĕш вырǎн, Тǎвайри купǎсҫǎсен ушкǎнĕ - 1-мĕш вырǎн йышǎнчĕҫ. «Купǎс каласа юрлакан ансамбль» номинацире Александр Ивановпа Виталий Варламов дуэчĕ (Вǎрнар районĕ) – 3 –мĕш вырǎн, Тǎвай районĕнчи«Тǎрмǎш»халǎх фольклор ушкǎнĕ (ертсе пыраканĕ–Чǎваш Республикин культурǎн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Елена Матросова, аккомпаниаторĕ Николай Петров)- 2 мĕш вырǎн, Ҫĕмĕрлери«Шанчǎк»халǎх фольклор коллективĕ (ерсте пыраканĕ Чǎваш Республикин культурǎн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Людмила Григорьева, аккомпаниатре  Николай Егоров) – 1 –мĕш вырǎн йышǎнма пултарчĕҫ. Хǎй тĕллĕн вĕреннĕ купǎсҫǎсем хушшинче 3-мĕш вырǎна Вǎрма ррайонĕнчи Николай Гаврилов, 2-мĕш вырǎнаСĕнтервǎри районĕнчи Людмила Терентьева, 1-мĕш вырǎнаТǎвай районĕнчи Пуянкасси ялĕнчи Игорь Кузьмин ҫĕнсе илнĕ. Профессионалсем хушшиче виҫҫемĕш вырǎна Вǎрма ррайонĕнчи Валерий Кудрявцев тивĕҫрĕ. Хǎйсем купǎс каласа юрлассипе  3 – мĕш вырǎна Олег Семенов, 2-мĕш вырǎна Николай Кириллов, иккĕшĕте Вǎрнар районĕнчен, 1 – мĕш вырǎнаТǎвайрайонĕнчи ИгорьКузьминйышǎнчĕҫ. «Ҫемьедуэчĕсем»номинацире Матвеев Александрпа Матвеева Александра, Васильева Татьяна, Елчĕк районĕ – 1- мĕш вырǎн йышǎнчĕҫ, 2-мĕш вырǎна вара Вǎрнар районĕнчи Кудрявцевсем (ашшĕпе ывǎлĕ) тивĕҫреҫ. Ҫĕнтерўҫĕсене конкурсǎн хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕҫ

 

Туванское сельское поселение Шумерлинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429104. Шумерлинский район. с. Туваны, ул. Октябрьская, д.15
Телефон: 8(83536) 62-4-25
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика