Туванское сельское поселение Шумерлинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Карл Маркса Георгий Фёдоров улӑштарӗ-и?

14:12 13 февраля 2016 г.

Чӑваш литературин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ, ЧР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Георгий Иосифович Фёдоров профессор ҫуралнӑранпа ҫак кунсенче 74 ҫул ҫитрӗ. Шел пулин те, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Литературӑна юратакансем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе вӗрентекенсем тата ентешӗсем ӑста ӑсчаха тата пултаруллӑ ҫыравҫӑна асрах тытаҫҫӗ. Ӗнер, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкассинчи культурӑпа сывлӑх центрӗнче ӑна халалласа пысӑк уяв иртрӗ.

Уява вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ Владимир Васильев уҫрӗ, ял библиотекарӗ Татьяна Петрова йӗркелесе ертсе пычӗ. Пухӑннисене Шупашкартан килнӗ ӑсчахсем саламларӗҫ: гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ячӗпе — Геннадий Дегтярёв, Чӑваш патшалӑх университечӗ ячӗпе — Марина Савирӑпа Дмитрий Ефимов, педагогика университечӗ ячӗпе — Николай Осипов, культура ӗҫченӗсен ячӗпе — Владимир Милютин. Тухса калаҫакансем Георгий Иосифовичӑн нумай енлӗ пултарулӑхне уҫса пама тӑрӑшрӗҫ, Михаил Тихонов ертсе пыракан «Тӑванлӑх» вокал ансамблӗ Георгий Фёдоров кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарчӗ. Уява пухӑннисем умӗнче паллӑ ӑсчахӑн тӑванӗсем тухса калаҫрӗҫ: мӑшӑрӗ Галина Фёдоровна, ывӑлӗпе хӗрӗ Александрпа Татьяна, шӑллӗ Валентин Иосифович тата йӑмӑкӗ Раиса Иосифовна. Вӗсем каласа панине халӑх кӑсӑкланса итлерӗ. Уява ҫавӑн пекех Ҫӗмӗрле район администрацийӗн элчисем, Тӑванкасси тата Хутар шкул ачисем, журналистсем, ял халӑхӗ хутшӑнчӗҫ. «Малалла» хаҫат

Уявӑн чи асра юлнӑ саманчӗ — Патаккасси ялӗнче, Георгий Фёдоров ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫинче ӑна халалланӑ асӑну хӑмине уҫни. Пухӑннисем Георгий Иосифович ырӑ ятне упраса хӑварма, ҫамрӑксене ун тӗслӗхӗпе хавхалантарма сӗнӳ нумай пачӗҫ: Тӑванкас шкулӗнче ҫулленех «Фёдоров вулавӗсем» ирттермелле, ӑсчахӑн тӑван килӗ вырнаҫнӑ урама (Карл Маркс ячӗпе хисепленекенскере) Георгий Фёдоров ятне памалла, унӑн 75 ҫулӗ тӗлне асаилӳсен пуххине кӑлармалла. Уйрӑмах пӗлтерӗшли вара — паллӑ ӑсчахӑн алҫыру хальлӗн упранакан эткерлӗхне халӑх патне ҫитересси.

Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть вулакансем умне Георгий Фёдоров хатӗрленӗ Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин пӗрремӗш томӗ ҫитрӗ. Халӗ ӑсчахӑн кил-йышӗпе ӗҫтешӗсем словарӗн иккӗмӗш томне пичете хатӗрлес тӗлӗшпе тимлеҫҫӗ.

Туванское сельское поселение Шумерлинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429104. Шумерлинский район. с. Туваны, ул. Октябрьская, д.15
Телефон: 8(83536) 62-4-25
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика