21:03 24 июня 2017 г.
Жители и гости Чувашии дают высокую оценку Всечувашскому Акатую - традиционному празднику земледелия, который собрал сегодня в столице республики представителей чувашского народа из самых разных уголков России.
Николай Угаслов, ЧНК Президенчӗ:
– Уяв лайӑх иртрĕ. Пурте кӑмӑллӑ, савӑнӑҫлӑ. Хӑнасемсӗр мĕнле уяв пултӑр? Вӗсем мĕн чухлӗ ытларах, ҫавӑн чухлĕ савӑнӑҫ нумайрах. Акатуй вӑл халӑха пӗрлештерет, туслӑха ҫирĕплетет.
Михаил Таймухин, Самар облаҫĕнчи Шумтал районӗнчи Кивӗ Ухинккел ялӗнчи "Пилешӗм" ушкӑн ертӳҫи:
– Шупашкара савӑнсах килтӗмĕр. Шел, пурте килеймерӗҫ, автобусӗ пӗчӗк. Чӑваш Енре эпир иккӗмӗш хут ҫеҫ. Хитре хула, мӑнаҫланатпӑр унпа. Тăвансене курнишĕн чун юрлать, савӑнать.
Эдуард Бахмисов, Чăваш наци конгресĕнчи "Чӑваш ялӗ" комитет ертӳҫи:
– Кăҫал кил картисен содержанийӗ питӗ пуян. Вӗсем тӗрлӗ енлӗ. Сӑмахран, Сӗнтӗрвӑрри пулӑ енӗпе ӗҫлет, Муркаш пылпа пуян, Улатӑр вара – вӑрманпа. Ҫаксем пурте кил картинче сӑнланнӑ.
Гости из Новосибирска специально приехали в столицу Чувашии, чтобы посмотреть на работы мастеров, которые участвуют в фестивале "Русь мастеровая".
Наталья Беженцева, Людмила Аввакумова (Новосибирск хăнисем):
– Кăçал "Руç ăстисем" конкурса хутшăнма ĕлкĕреймерĕмĕр. Маçтăрсен ĕçĕсемпе киленмешкĕн ятарласах çула тухрăмăр. Пурте хăйне май пултаруллă, мухтава тивĕçлĕ. Çитес çулсенче хамăр ĕçсемпе паллаштарăпăр. Пуйăсран тухсанах Шупашкарăн паллă вырăнĕсемпе паллашма пуçларăмăр. Пур çĕрте те хăтлă, тирпейлĕ. Тавах пире ăшшăн йышăннăшăн.
По материалам газеты "Хыпар"
Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики