Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕлпулу.

09:17 17 февраля 2015 г.

Февралĕн 16-мĕшĕнче Туçири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  Афганистанран совет çарĕсене илсе тухнă куна халалласа воин-интернационалистсемпе тĕл пулу иртрĕ. Тĕл пулăва Туçи ял тăрăхĕнчи воин-интернационалистсем, Çĕрпÿ районĕнчи воин-интернационалистсен ертÿçи Степанов В.Г. , Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕн Çар комиссариачĕн ĕçченĕ Егоров С.А.  хутшăнчĕç.

    Туçи ял тăрăхĕнчен Афганистанра интернационалла тивĕçе 10 каччă пурнăçланă. Вĕсенчен пĕри – Спиридонов С. А. сержант 1984 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче душмансемпе çапăçса аманнă сурансене пула вилнĕ. Тепĕр виççĕшĕ, Алексеев В.П., Никитин В.Г. , Христофоров А.А. вăрçă суранĕсене пула  каярахпа вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă.

       Воин-интернационалистсем шкул ачисене Афганистан вăрçи, хамăр ентешсен паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç. Çитĕнекен ăрăва яланах тÿрĕ чунлă, Тăван çĕр шывăн чăн-чăн патриочĕсем пулма ырă сунчĕç. Çавăн пекех Прокопьев В.А., Никитин В.И., Фомин А.В. вăхăтра илеймен медалĕсене  илме тивĕçлĕ пулчĕç. Шкул ачисемшĕн çак тĕл пулу яланлăхах асра юлĕ.

Тувсинский территориальный отдел Цивильского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике   Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика