Поваркасинское сельское поселение Цивильского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Александр аттене ырã сунатпãр» - çавра сĕтел умĕнче

08:46 21 февраля 2022 г.

2022 çул - паллã çынсен çулталãкне тãсса,  паян, нарãс уйãхĕн 18 мĕшĕнче Паваркасии ял вулавãшĕнче Чурачãкра тата Ямаш чиркусенче   ĕçлекен Александр Сидоров (Александр атте) протоиерей священник хãнара, 3, 4, 8, 9, класс ачисемпе çавра сĕтĕл умĕнче «Александр аттене ырã сунатпãр» тĕлпулу каçĕ иртрĕ. Александр  атте священникре вãтãр çул ытла ĕçлет. Çирĕм çул ытла тĕлĕнмелле хãватсем тãвакан Николай святоя асãнса Канаш хулинче лартнã чиркÿре вãй хунã, сãваплãхĕпе, çынсемпе пĕлсе ĕçленипе православи тĕнне ĕненекенсем  хушшинче лайãх  ят çĕнсе илнĕ. Александр атте ачасене турã çинчен каласа пани çав тери килĕшрĕ. Харпãр –хãйне мĕнле тытмаллине,  тирпейлĕхе, çынпа яланах кãмãллã пулмаллине тĕплĕн каласа пачĕ, тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕ. Çавãнпекех ял вулавãшĕнче кенеке выставки йĕркеленĕ «Турра ĕненсе те шанса».  Ачасем Александр пачãшка килсе кайнипе çав тери кãмãллã юлчĕç. Юлашкинчен: «Турã сыхлатãр сире, турãпа пĕрле çÿрĕр» - тесе пил парса хãварчĕ.

Поваркасинское сельское поселение Цивильского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике   Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика