Поваркасинское сельское поселение Цивильского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Хăнара Валерий Тургай» тĕлпулу каçĕ

08:34 28 января 2022 г.

Паваркаси ял вулавãшĕ çак тĕлпулупа «Мухтавлã ентешсен» çулталãкне пуçларĕ. Пирĕн патра хãнара Чãваш халãх поэчĕ, телейлĕ çын Валерий Тургай пулчĕ. Вãл хãйĕн пурнãçĕпе, ĕçĕ–хĕлĕпе паллаштарчĕ. Хãйĕн калаçãвĕнче пурнãçра каçару ыйтма, каçарма, тав тума вĕренмеллине палãртса хãварчĕ. Пултаруллã поэт шкул  тата Паваркасинчи ял вулавãшĕсене хãй çырнã тата куçарнã сãвãсен кĕнекисене парнелерĕ. Кирек мĕнле сãвва та илемлĕ те хавхалануллã вулама вĕрентсе мастер – класс ирттерчĕ. Музей экспоначĕсемпе паллашнã май: «Пысãк мар пулсан та  - чаплã та пуян музей», - тесе каларĕ. Паваркасси шкулĕнче вĕренекенсем 8-мĕш класс ачисем, Туркайãн сãввисене вуларĕç. Сãвãсем сãнарлãх енĕпе те, сãмах пуянлãхĕпе те пысãк вырãн йышãнса тãнине палãртрĕç, тата библиотекарь Николаева Альбина вулавãшра «Валерий Тургай - патриот чувашского народа» кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. 

Поваркасинское сельское поселение Цивильского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике   Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика