13:34 14 июля 2021 г.
Июль уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен Раҁҁей Пенси Фондӗнчен шкул ачиллӗҁемьесене пӗр хутчен паракан 10 пин тенкӗне илме заявлени йышӑнма тытӑнать!
Укҁана ҁемьери кашни шкул ачишӗн тӳлеҁҁӗ. Ҁак пулāшӑва Раҁҁей Федерацийӗн гражданинӗсем тата пирӗн ҁӗршыв территорийӗнче пурӑнакансем илме пултарҁҁӗ.
- 6 ҁултан пуҁласа 18 ҁулчченхи ачасен ашшӗ е амёшӗ (ачана усрава: опекӑна тата хӑйӗн хӳтлӗхне илнӗҁынсем)*
- 18 ҁултан пуҁласа 23 ҁулчченхи шкул программипе вӗренекен инвалид -ачасем*
- 18 ҁултан пуҁласа 23 ҁулчченхи ҁитӗнсе ҁитнӗ, шкулта вӗренекен, хӑй тӗллӗн пурӑнма пултарайман инвалид-ачасен ашшӗ-амӑшӗсем.
Шкул ачисемшӗн паракан укҁана илес тесен: амӑшӗн е ашшӗн Госуслуги порталӗн харпӗр хӑй кабинетне кӗрсе заявленири даннӑйсене (хушамат, ят, ашшӗ ячӗ, расчет счетчӗн номерне, ачасен ҁуралнине ӗнетерекен документсене, СНИЛСа тӗрӗслемелле. Вӗсенче йӑнӑш пур пулсан, тӳрлетмелле. Кайран «Отправить» кнопка ҁине пусмалла.
Ачасене усрава, опекӑна тата хӑйсен хӳтлӗхне илнӗҁынсен заявление электронлӑ майпа маар, Пенси фондӗнчен клиент службине пырса памалла?
Шкул ачисемшӗн тӳлекен укҁана «Мир» тата ытти карттӑсем урлӑ илме пулать?
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх: Чӑваш Енре 176 пин шкул ҁулӗнчи ача патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҁнӗ. Ҁак ӗҁе пурнӑҁлама 1 миллиард та 760 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
УПФР в Цивильском районе (межрайонное)
Поваркасинское сельское поселение Цивильского района