Малоянгорчинский территориальный отдел Цивильского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хветер Уяр парнелене кенекесем хале те библиотекара упранасее

00:00 16 апреля 2009 г.

Хветер Уяр парнелене кенекесем хале те библиотекара упранасее

Ака  уйǎхĕ  Апакаси  тǎрǎхĕн  вулаканĕсемшĕн  тĕрлĕ  пулǎмсемпе  тата  паллǎ  кунсемпе  асра  юлать.  Анчах  кǎна-ха  вĕсем  А.Г. Орлов-Шуçǎм  композитор  тата  дирижер  çуралнǎранпа 95  çул  çитнине  паллǎ  турĕç. Çак  кунсенче  вара чаваш  халǎх  писателĕ  Хветĕр  Уяр  çуралнǎранпа  95  çул  çитет.  Хветĕр  Уяр  ячĕ  те  Уйкас  ялĕн  ячĕпе  тачǎ  çыхǎннǎ.  Мĕншĕн  тесен,  вǎл чǎваш  халǎх  артисткин  Елена  Васильевна  Шорниковǎн  мǎшǎрĕ  пулнǎ  май,  çак  яла  килсе  çÿренĕ. 

Апакаси  ял  библиотекинче  те  темиçе  хутчен  пулнǎ.  Библиотекǎна  вǎл  хǎй  аллипе  çырса    кĕнекисен пуххине  парнелесе  хǎварнǎ. Библиотекǎра  писателе  халлаланǎ  кĕнеке  выставки  йĕркеленĕ. Ку  выставкǎра  çыравçǎн  1965  çултанпа  пичетленсе  пыракан  кашни произведенине   вырнаçтарнǎ. Çавǎн  пекех  библиотекǎра  хĕрĕсен,  Тамарапа  Луиза  Федоровнǎсен аса  илĕвĕсем  те  пур.  Тамара  Федоровна  халĕ  те  ашшĕ-амǎшĕсен çул-йĕрне  тусан  пусма  памасть.  Уйкас  ялĕнчи  çуллахи  çуртне  пĕрмаях  килсе  çÿрет,  Апакаси  библиотекипе  те  çыхыну  çирĕпленсех  пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике  Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика