Игорварское сельское поселение Цивильского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи, эс – чун уççи!

08:43 25 апреля 2022 г.

Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе,
Эс чи пахи, эс – чун уҫҫи.
Тӑван чӗлхе – ӗмӗрлӗхе,
Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи.
Ҫак чӗлхепе эп калаҫатӑп,
Куллен ҫыратӑп та вулатӑп,
Ҫак чӗлхепе эп мухтанатӑп,
Куллен-кунах ӑса туптатӑп.

Ольга Титова шăрçаланă «Чăваш чĕлхи» сăвă илемлĕн янăранипе пуçланчĕ чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв Йĕкĕрвар ял вулавăшĕнче. Уяв хăнисем – Чиричкасси шкулĕн 1- 4 классенче вĕренекен Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем - матур чăваш ачисемпе вĕсен класс ертӳçисем Людмила Васильева тата  Валентина Иванова. Илемлĕ чăваш тумĕпе, хаваслă кăмăлпа килсе çитнĕ вĕсем паянхи уява! Мĕнле - ха унсăрăн, ака уйăхĕн 25 - мĕшĕнче  Аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 174 çул çитнине паллă тăватпӑр - ҫке!

Иван Яковлевич Яковлев ячӗ чӑваш халӑхӗшӗн яланах хисеплӗ те чыслӑ. Вӑл - чăвашсен аслă Улăпĕ, мĕн пурнăç тăршшĕпех  чăваш халăхне çутта кăларас, унăн культурине çӳлерех çĕклес, литературипе искусствине аталантарас шухăшпа пурăннă. Учительсем вĕрентсе кăларнисĕр пуçне вăл музыкантсемпе художниксем, алĕç ăстисем хатĕрлет, çĕнĕ  алфавит туса йĕркелет, шкулсем валли кĕнекесем кăларас, вырăс тата Хĕвеланăç Европа классикĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарас ĕçе пуçарса ярать. Унăн пархатарлă ĕçĕ çинчен нумай-нумай калама пулать, Иван Яковлевич ячӗ халӑх хушшинче паянхи кун та иксӗлмест. Вулавăш ĕçченĕ Нина Пыркина Александр Кăлкан поэт Аслă вĕрентекенĕмĕре халалласа  çырнă «Чăвашсен пур сумлă çын!» сăввине хавхаланса вуласа пачĕ. Иван Яковлевич Яковлев  тăрăшнипе эпир, чăвашсем, хамăрăн илемлĕ те çепĕç чĕлхепе шăкăл- шăкăл калаçса чуна уçатпăр, камăла çĕклетпĕр, савăк юрăсем шăрантаратпăр. Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе- халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ. Чĕлхемĕр пулсан- эпир пуян, эпир патвар, эпир хастар, эпир- мăнаçлă!

Тăван чĕлхене хисеплесе, юратса, мухтаса уявра ачасем В.И.Давыдов - Анатрин «Упра тăван чĕлхемĕре», «Чӑваш ачисене», П.П.Хусанкайăн «Эп- чăваш ачи», О.Степанован «Тӑван чӗлхе», А.Галкинӑн «Икӗ пӗчӗк сар автан» тата ытти поэтсен сăввисене вуларĕç. Музыка ертӳҫи Елена Шалонова ертсе пынипе «Чӑн тӳпере ҫут ҫӑлтӑр», «Кукамайпа асанне», «Кӑмпара» юрӑсем юрласа савӑнчӗҫ,  «Илемлĕ» юрăпа вăйă картине  тухрĕç.  «Тух-ха, Ванюк» ташӑра вара 1-мӗш класра  вӗренекен Ваня Павлова ҫитекенни пулмарӗ. «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» вӑйӑ- викторинăра та тавçăруллă пулнине кăтартрĕç матур чӑваш ачисем. «Чӑваш чӗлхи - эс чун уҫҫи» ятпа йӗркеленӗ уяв  хаваслă та кăмăллă иртрĕ, Анатолий Юманăн «Тăван чĕлхе» сăввипе вĕçленчĕ. Уява хутшӑнакансене вулавӑш ӗҫченӗ пурне те пылак кучченеҫпе хӑналарӗ.

Тӑван чӗлхе! Ӗмӗрлӗхе эс пурӑн,
Атте-анне пек, эс-  пӗртен-пӗрре.
Ман саншӑн хатӗр чи хисеплӗ вырӑн,
Мухтав сана, тӑван чӗлхемӗре!

Игорварское сельское поселение Цивильского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике    Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

 

 

Система управления контентом
429915, Цивильский район, с. Игорвары, ул. Молодежная, д.9.
Телефон: 8(83545) 65-7-25, 65-7-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика