Шигалинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шăхальсен Питрав уявĕ

00:00 13 июля 2012 г.

Чылай çул ĕнтĕ Шăхальсем Питрав уявĕпе Акатуйне перлештерсе палăртаççĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне стадиона халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Уява ял администрацийĕнче ĕçлекенсен, культура ĕçченĕсен хорĕ уçрĕ. Н.Разумова, С.Чернова, Н.Федорова, Е.Матвеева, О.Павлова, Н.Анатова ял çыннисемпе хăнасем вали тĕрлĕ юрăсем хатĕрленĕ. Уйрăмах  «Ай-хай ял-йышсем», «Эх, юррам янара»   тата  пертаван Моисеевсен юррисем килĕшрĕç. Саванпекех Шупашкартан килне артистсен юрри ташшисем те  халаха камала кайрес.

Пухăннисене саламлама тĕрлĕ хăнасем килнĕ. Вĕсен шутĕнче Ю.В.Соколов-верентупе самраксен политикин ертуси, Д.Г.Иванов-  район администрацийен пуслахен суме тата ял хусалахен экологийен сер пайен начальнике, Н.Петров- ОАО ППФ «Урмарская» кайак-кешек фабрикин ертуси, РФ тата ЧР культура Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Иванов.

Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Вăл ентешсем ĕçе юратнине палăртрĕ, ял тăрăхĕн территорийĕнче пушă выртакан çĕрсем çукки çинчен каларĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ялти чи ватă çынна - тăхăрвун тăхăрти Анна Ивановна Ивановăна тата чи çамрăк  арсын ачана Эрень Александра, аллă çул пĕрле пурăннă мăшăрсене Долговсене тата Черновсене - парнесем пачĕ тата Литваран Шауляй хулинчен аслă çулхи спортсменсем хушшинче каратен WKC енĕпе Тĕнчен уçă чемпионачĕ, ачасемпе кадетсем хушшинче Тĕнче Кубокне çĕнсе илессишĕн 8-мĕш турнирĕнчен çĕнтерсе килнĕ Людмила Григорьевăна 1-мĕш вырăн   йышăннăшăн, Ксения Павловăна 2-мĕш вырăншăн саламласа парнесем пачĕ.

        Ун хыççăн «Шигали» ЯХПК ертуçи А.Ульянов салам сăмахĕ каларĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн ĕçре мала тухнисене чысларĕç.

Спорт вăййисем те чылайăшне пуçтарчĕç. Михĕсемпе çапăçса пĕрремĕш вырăна О. Иванов (Тикаш), иккĕмĕшне Н.Игнатьев(Шахаль), виççĕмĕшне Ю.Зыкин (Херлесыр) тухрĕç. Турник çинче туртăнассипе перремеш выран А.Токмаков , иккемеш Г.Павлов (Шахаль), виссемеш Ю. Емельянов  мала тухрĕç.  Вăрăмăшне сикессипе ăмăртакансем хушшинче тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Г.Павлов(Шахаль), Д.Софронов(Шахаль), А.Токмаков пулчĕç.

Алă вăйĕ виçессипе  пĕрремĕш вырана Н.Александров( Шахаль), иккĕмĕшне Д.Разумов

( Шахаль) , виççĕмĕшне  А.Степанов чи вăйли пулчĕ.

Кире пуканĕ çĕклекенсем те нумай пулчĕç. Ку спорт тупăшăвĕнче  пĕрремĕш вырăна А.Каланов,иккĕмĕш Н.Александров(Шăхаль), виççĕмĕш  А.Николаев(Шăхаль) палăрчĕç. Спорт вăййисем кĕрешÿпе вĕçленчĕç. Кĕрешÿре С.Павлов( Мансырма)така илме тивĕçрĕ.

Шăхаль ял çыннисем  тата хăнисем  ял уявĕнче лайах канса, савăнса иртерчĕç. Уяв пурнете кăмала кайрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика