Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пуласлăх — хамăр алăра

10:15 14 сентября 2015 г.

Сентябрĕн 13-мĕшĕ - Суйлав кунĕ. Çак кун эпир Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, Вăрмар район пухăвĕн, ял тăрăхĕн депутачĕсем пулма тăратнă кандидатсемшĕн сасăлатпăр. Районти мĕнпур суйлав участокĕсем ирхине 8 сехетрен пуçласа ĕçлеме тытăнчĕç.

Чупай ял тăрăхĕ. Асăннă ял тăрăхĕнче суйлав культура çуртĕнче иртет. Кунта паян ирхине ирех хаваслă кĕвĕ янăрать. Ял çыннисем ирхине 8 сехетрех килме тытăннă. Халăх йышлă. Ушкăн-ушкăнпа, çемьесемпе килеççĕ суйлав участокне. Чи пĕрремĕш хут суйлава хутшăнакан А.Иванов çамрăк та пур кăмăлтан сасăларĕ. «Эпĕ пĕрремĕш хут суйлава хутшăнатăп. Маншăн ку пăлхануллă та çав вăхăтра яваплă самант.Суйлава хутшăнасси кашни гражданинăн тивĕçĕ тесе шутлатăп», - терĕ Алексей. Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕ çак паллă пулăмпа А.Иванова саламларĕ, асăнмалăх парне пачĕ. Кăнтăрла çитесси 11 сехет тĕлне Чупай ял тăрăхĕнче 210 çын сасăларĕ.

Суйлавра пултаруллă та хастар, халăх ыйтăвне туллин татса пама пултаракан, унăн шанăçне тÿрре кăларакан кандидатсем çĕнтерессе шанатпăр, тесе палăртрĕç суйлава килнисем.

 

http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=590&type=news&id=3092147

 

Чубаевский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Первоисточник: Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хeрлe ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика