Тегешевское сельское поселение Урмарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăрçă ачисем…Чĕмпĕр ЕН (Ульяновск) Чăвашĕсен хаçачĕ «Канаш» Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Лидия Семеновна Вражкина (хĕр чухнехи хушамачĕ – Нарсова) кун-çулĕ пирки çырса кăтартнă

06:24 27 февраля 2020 г.

Вăрçă участникĕн мăшăрне Григорьева Антонина Семеновнăна патшалăх наградии панă чухне унăн хĕрĕ  Федорова Валентина Никифоровна Чĕмпĕр ЕН (Ульяновск) Чăвашĕсен хаçачĕпе паллаштарчĕ. Унта Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Лидия Семеновна Вражкина (хĕр чухнехи хушамачĕ – Нарсова) кун-çулĕ пирки çырса кăтартнă. (Лидия Семеновна Вражкина (Нарсова) тата Антонина Семеновна Григорьева (Нарсова) – пĕртăвансем). 

 

Чĕмпĕр ЕН (Ульяновск) Чăвашĕсен хаçачĕ «Канаш» 

Вăрçă ачисем… Юратнă çыннисене хавхалантарать 

Ҫын хăйĕн вăрăмах мар пурнăçĕнче темĕн те курать, темĕн те тӱссе ирттерет. Унта ырри те, савăнмалли те, кулянмалли те пайтах пухăнса пырать. Паян 80 çул тултаракан Лидия Семеновна Вражкинăн кун-çулĕнче те çапларах.  

Иртнĕ ĕмĕрти З0-мĕш çулсенчи ялсенчи кашни çемье пекех Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнчи Тикашри Нарсовсем те нумай ачаллă пулнă. Пилĕк ачаран Ли­дия - кĕçĕнни. Фашистсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕрсен Лидия икĕ çулхи ача кăна пулнă пулин те, ашшĕне вăрçа ăсатнине тĕлĕкри пек астăватъ. Хăйне алă çинче йăтса тăни, аслисем пĕр вĕçĕм кăшкăрса йĕни пĕчĕк ачан асне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. 

Паллах, Аслă вăрçă пынă вăхăтри кил-çуртри йывăрлăхсене астумасть вăл. Ытлашши пĕчĕк пулнă. Анчах аслисем каласа панине ну­май илтнĕ.  

Телее, Нарсовсен ашшĕ вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Унччен финн вăрçинче пулса нуша курнăскере Турри хальчинче те шелленĕ. Теп, унăн ачисене.  

- Ачалăх, çамрăклăх тăван килте аван иртнĕ пирĕн. Йывăр, ялан ĕçлеме тивнĕ пулин те йĕрсе ларман. Йĕмелли вара пирĕн çемьешĕн тупăнсах пынă. Эп çут тĕнчене те атте-анне килĕнче мар, ют килте килнĕ. Шăп çав вăхăтра пирĕн ялта пысăк пушар пулнă, тăватă кил çуннă. Пĕри вĕсенчен - пирĕн. Аннепе аттен кил çурчĕ пурнăç тăршшĕнче тăватă хутчен çунса кайнă. Кашнинче ялта З-4 кил-çурта хĕрлĕ автан пырса тивнĕ. Халь шутлатăп та, мĕнле чунĕ чăтнă-ши аннен?! - тет Лидия Семеновна.  

Ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн хĕрача малалла вĕренме шутламасть. Пĕлĕве ÿстерме ют яла çÿремелле пулнă. Çавăнпа Лидия фермăна ĕçлеме кĕрет, Ульяновска куçса киличченех сыснасем пĕхать.  

Пурнăç çулĕ анлă та вăрăм.Таçта та илсе çитерет вĕл çынна. Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Лидии Семеновнăн çулĕ те Ульяновска çитсе чарăнать.  

- Кунта эпĕ тете патне 1963 çулта килтĕм. Вăл çар çынниччĕ. Ăна çемйипе Ульяновска куçарнăччĕ. Чĕнсе ячĕ те килес терĕм. Тÿрех стройкăна кайса вырнаçрăм. Çăмăл ĕç шыраман эпир, ял çыннисем. Арматурщица пулма сĕнсен - килĕшрĕм. Общежити пачĕç. Çавăнтах хамăн пулас мăшăрпа паллашрăм. Икĕ çултан пĕрлешрĕмĕр. Йывăр пулсан та ĕçрен кайма васкаман. Çалла 17 çул алран хулăм пралукпа тимĕр касмалли хачă (кусачка теççĕ) яман. Хĕлле те, çулла та арматурщица аллинче çавсем пулнă. 1980 çулта вара хамăр пурăнакан вырăнтан инçех мар лавккана урай çума ĕçе кĕтĕм. Унта мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хутăм. Пенсире те турех ĕçе пăрахман, - малалла лаллаштаратъ вĕл хăйĕнпе.  

Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра çуралса ÿснĕ мăшăрĕпе - Василий Михайловичпа - вĕсем икĕ ывăл çуратса ÿстереççĕ. Анчах та паян Лидия аппа чĕрçи çинче мăнукĕсене сиктерсе савăнаймасть.  

Аслă ывĕлĕ тĕрĕс-тĕкел çуралса аванах аталанса пынă Вражкинсен. Çулталăкран яслине илеççĕ. (Иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче çапла пулнă). Пĕррехинче яслире ачана тÿрех темиçе прививка тăваççĕ. Те хăранипе, те ыраттарнипе, те прививка витĕмĕ йăнăш пулнипе ача чирлесе каять. Пĕр вăхăт утайми те пулса ларать. Паян кунччен вĕл инвалидноçра.  

2013-мĕш çул Лидия Семеновнăн пурнĕсĕнчи тепĕр хăрушă та синкерлĕ тапхăр пулса тăрать. Малтан тетĕшĕ çут тĕнчерен уйрăлать. Ун хыççăн ракпа чирлесе кĕçĕн ывăлĕ çĕре кĕрет. Хуйхă упăшкине те ырă патне çитермест, инсульт пулать, вăл çичĕ уйăх тăрайми выртать. Хĕрарăмăн мĕнле пулсан та чăтмалла. Йĕре-йĕре Лидя аппа мăшăрне, ывăлне пăхать, хăй вара сахăр чирне каять.  

Паян Вражкинсем виççĕн пурăнаççĕ. Мăшăрĕпе ывăлĕн тĕрекĕ - Лидия Семеновна. Вăл ырă сăмахĕпе, çемçе кăмăлĕпе, тутлă çимĕçпе юратнă çыннисене хавхалантарма тăрăшать.  

Вражкинсем «Канаш» хаçата тухма тытăннăранпах çырăнса илеç­çĕ, юратса вулаççĕ. 30 çул тăсăлать çак ырă йăла вĕсен çемйинче. Кашни эрнекун куç пек кĕтет мăшăр Чăваш хаçатне. Пĕр лоте­рея вылявĕнче вĕсене парне те тухнăччĕ. Вражкинсем тепĕр çур çула та хаçата çырăннă. Taвax Сире уншăн, пирĕнпе пĕрле пулнăшан. 

Елена ФЕДОРОВА. Килти архиври сăнÿкерчĕк. 

3-мĕш страницĕри материалсене Е. Мустаева хатĕрпенĕ. 

Чĕмпĕр ЕН (Ульяновск) Чăвашĕсен хаçачĕ «Канаш»

 

Тегешевский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОСЕЩЕНИЙ НА САЙТ Тегешевского сельского поселения с 31 мая 2008 года:

Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус! 

Ответственный за информационное наполнение: администратор сайта - заместитель главы Тегешевского сельского поселения Нарсов Валерий Иванович тел.: 8 (835 44) 36-2-31 E- mail: urmary_tegeshevo@cap.ru

Система управления контентом
429408, Чувашская Республика, Урмарский район, д. Тегешево, улица Школьная, дом 4
Телефон: 8(83544) 36-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика