16:50 15 ноября 2024 г.
Хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулӑр,
Ҫӗршывӑн хастар ачисем.
Вут кайӑклӑн вӗҫӗр, ан юлӑр,
Ан юлӑр кун-ҫул уттинчен.
(Ҫеҫпӗл Мишши)
2024-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Ахаль поэт мар вӑл - хӑй халӑхӗ ятӗнчен пӗтӗм тӗнче умӗнче сӑмах калама хӑраса тӑман кӑвар чӗреллӗ генилле поэт, революци кӗрешӳҫи, сӑвӑ ҫырма вӗрентекен правилӑсен авторӗ т.ыт.те.
Ҫак куна халалласа Мӑнҫырмари В.Д.Николаев ячӗллӗ вӑтам шкулти 7-мӗш класс вӗренекенӗсемпе «Сунми кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши" литература сехечӗ иртрӗ. Ҫеçпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗп енӗсемпе ял вулавăшӗн заведующийе Н.О.Ильина презентаци кӑтартса паллаштарчӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Т.Л. Цыркунова Çеçпĕл Мишши чăваш поэзийĕн чапĕпе мухтавĕ пулнине палăртрĕ, тăван сăмаха, чăвашлăха, вулав культурине упраса хăварса малалла аталантарасси çинчен каларĕ. Вӗренекенсем Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисене илемлӗн вуласа янӑраттарчӗҫ.
Ял вулавăшӗнче чӑваш поэтне халалланӑ "Пин-пин чӗре" кӗнеке выставки йӗркеленӗ. Чӑваш чӗлхине юратакансем, Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли пӗлмелли, вуламалли нумай унта.
Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа