Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аллă урлă каçсан ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе тухса каякан çын — Тăван çĕршыва чунран юратакан чăн-чăн патриот, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.

14:04 10 ноября 2023 г.

Аллă урлă каçсан ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе тухса каякан çын — Тăван çĕршыва чунран юратакан чăн-чăн патриот, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Çавсенчен пĕри – Вăрмар округĕнчи Мăнçырмари Андрей Шавырин.

— Совет Союзĕнче çуралса ӳснĕ эпĕ, Çĕпĕрте. Ачалăхăм вара Донецк облаçĕнче иртрĕ. Асатте Украинăран пулнă май 1984 çулччен çавăнта пурăнтăмăр. Унтан Сахалин облаçне куçса кайрăмăр. Шăпах çавăнта 1996 çулта пулас мăшăрпа паллашрăм. Наталия Николаевна унта ĕçлеме пынăччĕ. Çав вăхăта манăн аннепе атте çĕре кĕнĕччĕ ĕнтĕ. Наталия сĕннипе Чăваш Ене куçса килтĕмĕр, — аса илчĕ Андрей Александрович.

Вĕсем Мăнçырма ялĕнче çирĕм ытла çул пурăнаççĕ. Кунта куçса килнĕшĕн вырăс арçынĕ пĕртте ӳкĕнмен. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Андрей Александровичăн тӳрех унта кайма шухăш çуралнă. Нацизм унăн чунне ыраттарнă, ăна тĕп тумаллах.

Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (10.11.2023)

Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика