Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» литература сехечĕ

17:03 25 апреля 2023 г.

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Чăваш чĕлхи кунне уявлаççĕ.  Ăна 1992 çултан пуçласа чăваш халăхне çутта кăларакана‚ унăн çырулăхне йĕркелесе яракана И.Я.Яковлева халалласа вăл çуралнă кун уявлама палăртнă.

Çамрăк ăрăва тăван кĕтесĕн культурине‚ тăван халăхăн йăли-йĕркисене‚ чун-чĕм тата кăмăл-сипет пуянлăхĕсене явăçтарас тĕллевпе Мăнçырма  ялĕнчи вулавăшра «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» литература сехечĕ иртрĕ. В.Д.Николаев ячĕллĕ   Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 3 - 4 класра вĕренекенсемпе чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, чăваш чĕлхине упрасси çинчен калаçрĕç. Çĕр çинчи пин-пин чĕлхе йышĕнче кирек камшăн та тăван чĕлхе чи хакли пулниине, ăна сыхласа упрас ĕçе манмалла маррине ăша хыврĕç. Ачасем И. Я. Яковлев  ачалăхĕпе паллашрĕç, халал сăмахне тата  чăваш авторĕсен калавĕсене вуласа тишкерчĕç. Вĕренекенсем «Иван Яковлевич Яковлев мăнукне савăнтарни» инсценировка лартса пачĕç. Чǎваш чĕлхи кунне халаланǎ  литература сехечĕ  пурне те кǎмǎла кайрĕ.

Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика