Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление администрации

00:00 15 мая 2012 г.

Хисеплĕ ял-йыш!

 

Сире  Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Çемье кашни çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл мĕнле çын пуласси шăпах килте ашшĕпе амăшĕ ачана мĕнле воспитани парса ÿстернинчен пуçланать. Çемьерех ача пурнăç илемне курма,  унăн тÿнтер енĕсене уйăрма  вĕренет. Вăл хăйĕн пурнăç çулне те çемьере чухнех суйласа илет. Çавăнпа та пирĕн, аслисен, тăван кил ачасемшĕн çĕр çинчи чи çывăх та чун  туртнă вырăн пултăр тесе хамăртан килнине йăлт тумалла. Вĕсем пире курса ырă ĕçсем ытларах туччăр тесе тимлемелле. Килте чи çывăх çынсем кĕтеççĕ, вĕсем пире юратаççĕ пулсан, пурнăçри йывăрлăхсене те çĕнтерме вăй-хăват парать çакă.

Çемье телейĕ вара пирĕнтен хамăртанах килет. Пур-çукшăнах вăрçăнса, харкашса пурăнса вăхăта сая ярас марччĕ. Пĕр-пĕрне юратсан та, пĕр-пĕринпе вăрçăнса пурăнсан та - ĕмĕр пурпĕрех иртет. Çемьере туслă пурăннине нимĕн те çитмест. Çемьери килĕшÿ хамăр ачасен пурнăç çулне те уçсах пырать. 

Юлашки вăхăтра патшалăх ачаллă çемьесене  нумай пулăшать. Апла пулин те  ачасемшĕн чи хакли –ашшĕ-амăшĕн юратăвăпе ăшши пулнине асра тытса пурăнмалла пултăр сирĕн. Çемйĕрсенче яланах телей йăл култăр, инкек-синкек пăрăнса ирттĕр. Пурне те сире çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр.

 

Ял администрацийĕ             

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика