Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хăнара илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ

11:51 03 апреля 2019 г.

 Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче  Карак Ҫырма ял клубĕнче Пысӑк Енккасси ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Л.А.Александрова  халăхпа куҫа-куҫăн курăнса пурнăҫри тĕрлĕ ыйтусемпе хуравсен тĕл-пулу каҫне ирттерчĕ. Тĕл-пулура ял халăхĕн тĕрлĕрен канăҫсăрлантаракан ыйтăвĕсене Любовь Алексеевна  ăнлавлăн та тĕрĕс хуравлама тăрăшрĕ. Пысăк Енккасси ялĕн культура ҫурчĕн илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ пухăва пуҫтарăннисен  кăмăл-туйăмне ҫĕклесе илемлĕ те янравлă юрăсем шăрантарчĕ. А.Яковлева, Н.Григорьев, И.Григорьева,Р.Моисеева тахҫанах таврари юра-ташша кăмăллакансен чĕрисенче чи ырă витĕм кӱрекен, хĕм сапакан   юрăҫсем пулса тăчĕҫ. Алевтина Яковлева, Мария Васильева ертсе пыракан «Еник» халăх фольклор, ташă  ушкăнĕсен  юрри-ташшисене карăкҫырмисем хапăл туса йышăнчĕҫ. Александр Александров, Галина Прохорова, Николай Яковлев вара  хальхи чăваш эстрада юррисене  «ҫăлтарсенчен» пĕрре те кая мар шăрантарчĕҫ, ҫавăншăн вĕсене куракан чылайччен  алă ҫупса хавха кӱчĕ. Чылайччен шăранчĕ  ял клубĕнче савăнăҫлă юрӑ-ташă.

    

Большеяниковский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика