Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шыв асăрхануллисене юратать

00:00 16 июля 2009 г.


 

 

Юханшыв - яланах хăрушă вырăн. Шывра ишме пĕлмесен те шыв çинче пулма пултаратăн, çырантан инçете ишсе кайса халтан каясси те пулать. Ишнĕ хушăра эсир вăйлă юхăма лекме е шывра ÿсекен тĕрлĕрен курăксемпе чăлханса ларма пултаратăр.

Ю. ЕФИМОВ,

райадминистрацин ГО тата ЧС секторĕн заведующийĕ.

Шыва кĕнĕ чухне инкеке лекес мар тесен, харпăр хăйне шывра мĕнле тытмалли хăрушсăрлăхăн тĕп правилисене пăхăнмалла:

пĕлмен вырăнсенче шыва ан кĕрĕр, кунсăр пуçне шыва ан чăмăр, палăртнă вырăнсенчен инçе ишсе ан кайăр;

вĕрсе хăпартнă матрассемпе е камерăсемпе çыранран инçе ишсе ан кайăр;

ÿсĕрле шыва ан кĕрĕр;

хăвăрăн ачăрсене шывра ишме вĕрентĕр, шыв çывăхĕнче чухне ачасене никамсăр пăрахса ан хăварăр.

Енчен те эсир шыва лекрĕр, анчах та ишме пĕлместĕр пулсан, шыв çине питпе çÿлелле выртăр та аллăрсене сарса хурса май килнĕ таран тарăннăн тата сайра хутчен сывлама тăрăшăр. Шыв çине ÿпне выртсан урасемпе велосипед педальне çавăрнă пек хусканусем тăвăр.

Енчен те эсир ывăннă пулсан, шыв çине çурăмпа выртса канăр. Кун пек тума алă-урасене сарса хурăр, пуçа шыв çине хурăр та хăвăра лăпкă тытăр.

Енчен те эсир шывра шăнтăр пулсан, черетпе алăсене тата урасене хускатса ăшăнăр. Каннă хыççăн вара каллех çыран патнелле ишĕр.

Енчен те сирĕн урана шăнăр туртса лартрĕ пулсан, пуçа шыва чикĕр, урана туртса тÿрлетсе алăпа пысăк пÿрнерен тытса хăвăр çинелле туртăр.

Енчен те эсир шыв çаврăмне лекрĕр, шыв сире çавăрса илчĕ пулсан, ÿпкене ытларах сывлăш пухăр та шыва чăмăр, урасемпе хăвăрттăн кăна тĕкĕр те айккинелле сикĕр.

Енчен те эсир шыври курăксемпе чăлхантăр, урасем çумне шыв курăкĕсем çыпăçăннине туйрăр пулсан, пĕр вырăнта урасемпе чăмпăлтатса ан тăрăр - кун пек чухне тата та ытларах чăлханатăр.Урасемпе хăвăрттăн кăна тапăр та, ирĕке тухма тăрăшăр. Енчен те çийĕнчех хăтăлма май килмерĕ пулсан, черетпе пĕр урине тепринпе сăтăрăр, вĕсенчен шыв курăкĕсене сирĕр. Шыва ан чăмăр, кун пек чухне шыв курăкĕсем мăя çавăрса илме пултараççĕ. Ирĕке тухнă хыççăн асăрханса ишĕр, урасемпе сахалтарах хусканусем тума, инкеклĕ вырăнтан хăтăлма тăрăшăр.

Енчен те эсир шывра ишме пĕлместĕр, анчах та шыва лекрĕр пулсан, хăвăра пулăшакансем пырса çитиччен шыв çийĕнче тытăнса тăма тăрăшăр. Шыв çине пите аялалла туса выртма тăрăшăр. Алăсене сарса хурса тарăнрах тата сайра хутчен сывлама тăрăшăр. Кун пек тусан эсир хăвăрăн вăй-хала сахалтарах пĕтеретĕр.

Шыв çийĕнче ытларах хушă тытăнса тăма урăхла та май килет. Урасемпе велосипед педальне çавăрнă евĕр хусканусем тăвăр. Пĕр вĕçĕмсĕр алăсемпе шыва çапăр, шыв çинче выртма тăрăшăр. Енчен те месерле выртатăр пулсан, пĕр хушăрах икĕ урана та хуçлатăр та чĕркуççисене айккинелле сарса хурăр, унтан хăвăрт кăна вĕсене тÿрлетĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика