Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юхма Мишши пирĕн шкулта

15:56 06 декабря 2018 г.

2018 çулхи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Арапуç шкулне Михаил Николаевич Юхма килчĕ.

Михаил Николаевич Юхма – чăваш çыравçи, паллă чăваш сăвăçи, драматург. Вăл 1936 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăтра çуралса ÿснĕ. Кăçал çуралнăранпа 82 çул çитрĕ. Автор çырнă çак кĕнекесене асăнса хăварас килет: «Çăлтăрсем чĕнеççĕ»(1965), «Мускав çулĕ» (2006), «Эльпи чечекĕсем» (1969), «Кăвак çĕмрен» (1971), «Анне çăкăрĕ»(1991).Юлашки çулсенче çыравçă „Хуркайăк çулĕ“ ятлă историлле романсен ярăмпа ĕçлет.

   Паллă çыравçăна ачасем хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Çулне кура мар илемлĕ, йăрăс пÿллĕ, вашават çын тухса тăчĕ ачасен умне çăмăл машинăран. Чи малтан шкула курма васкарĕ хăна. Шкулпа кăмăллă юлчĕ вăл.

   Тĕл пулура писатель ачасене хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, кăсăклă пулăмсем çинчен каласа кăтартрĕ. Вĕренекенсем тимлĕ итлерĕç ăна, тĕрлĕрен ыйту пачĕç, юрă юрларĕç, сăвăсем каларĕç.

   Унăн поэзири персонажсене пĕлеççĕ ачасем, вĕсем унăн сăввисене вуланă, тишкернĕ. Сăвăç хăйĕн сăввисене вуланине итлеме пушшех те кăмăллă пулчĕ.

   Сăвă-юрă вĕçленнĕ хыççăн пирĕн ентеше, Сантуса хисеплесе диплом алла тыттарчĕ. Унăн ĕçĕсемшĕн Юхма Мишши питĕ хĕпĕртерĕ малалла та çавăн пек пысăк çитĕнÿсем тума сĕнчĕ.

     Автор, шкулти кашни ачана ырă сунса, пил парса, автограф лартса кĕнекесем парнелесе хăварчĕ. Вĕсене пысăк телей, вĕренÿре ăнăçусем, çутă та таса малашлăх сунчĕ.Шкул директорĕ те Константин Александрович хирĕç саламлă çыру парнелерĕ, татах та пирĕн патне килсе çÿремелле терĕ.

   Çак кун ачасем хăйсене тĕлĕнмелле телейлĕ туйрĕç: мĕн тери ăслă та паллă çынпа тĕл пулса калаçрĕç вĕсем.

http://www.arabosi-urmary.edu21.cap.ru/?t=news&eduid=4100&news=627881

Арабосинский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Арабосинская ООШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика