Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Марина Кузьмина президент стипендиачĕ.

00:00 28 января 2012 г.

 

Çĕнĕ Кавал клубĕнчи пултаруллă та хастар Марина Кузьмина кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн ятарлă стипенди илме тивĕç пулнă. Ялти клубра Марина культорганизатор пулса ĕçлет. 2008 çултанпа вăл çакăнта. Янăравлă уçă саслă пике пурне те тыткăнлать хăйĕн юррисемпе. Арапуç, Çĕнĕ Кавал ялĕсенчи пĕр мероприяти те унсăр иртмест темелле. 3 çул харăс «Кĕмĕл сасă» фестивале хутшăнать, 2011 çулта Тăвай районĕнче иртнĕ «Тăвай юрри» фестивальте гран-при çĕнсе илнĕ. Районта иртекен мероприятисенче те хастар хутшăнать çамрăк.

2004 çулта культура училищинчен, 2011 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх Университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Район шайĕнче иртнĕ «Чи лайăх культура ĕçченĕ» конкурсра 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Унăн çитĕнĕвĕсене каласа пĕтерме те çук. Нумай пулмасть кăна-ха Шупашкарти Чăваш патшалăх художество музейĕнче «Çутă пултăр!» фестивалĕн хор музыкин гала-концерчĕ иртнĕ. Арапуçĕнчи хĕрарăмсен «Девчата» ансамблĕ çак фестивальте лауреат пулса 3 степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Марина та унта юрлать. Ытларах чăвашла юрăсем кăмăла каяççĕ ăна. Унăн репертуарĕнче ытларах çак юрăсем паллă: «Савăнар», «Çурхи вăрманта», «Аппа», «Чĕрере-çке юрату».

Чăннипех те Президент стипендиачĕ пулма тивĕçлĕ хĕр. Çак ята илме ăна райадминистрацин культура, спорт тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева, Арапуçĕнчи культура çурчĕн директорĕ А. Викторова, кунти методист Н.Александрова хавхалантарнă, нумай пулăшнă. Малашне те ăнăçу сунатпăр Маринăна!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика