Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăрманкасра Илем кунне паллă турĕҫ.

09:54 03 августа 2018 г.

     

Ҫурла уйăхĕ пуҫлансанах, ĕҫҫи ҫине тухса кайиччен, авалхи чăвашсем, ҫĕр пуянлăхне, пахча-ҫимĕҫпе уйри тыр-пул пулса-пиҫсе ҫитнине, ҫавăнпа ырлăх-пурлăх ӳссе пынине палăртнă. Ҫӳлти Турăпа ытти Турăсене тав туса Илем кунне уявланă. Малтанах ҫанталăка сăнанă. Ҫак кун Аслати питĕ хыттăн кĕмсĕртетсен – Ҫӳлти Аслă Турă кăмăлсăр, ӳпкелешет, тесе шутланă. Типĕ ҫиҫĕм, ҫумăрсăр Аслати мăйăра типĕтет, ыраш пучахне хăртать тенĕ. Ҫак вăхăтра Аҫа çапса пушар тухасран хăранă. Ҫавăнпа Илем кунĕнче Вут Амăшĕпе Ҫумăр Туррине – Аслатие ятарлă чӳк пăттипе яшка пĕҫерсе чӳкленĕ, ҫырлахтарнă. Тăван-пĕтене чĕнсе ĕҫкĕ-ҫикĕ туса ирттернĕ.

Православи тĕнĕ сарăлсан, Илем кунĕсем Илле пророка чыслакан уявпа пĕрлешсе кайнă, чиркӳсемпе пĕрле Иллен кунне паллă тума пуҫланă. Илле пророк ячĕ халăхра Микулай атте пекех анлă сарăлнă. Ырă ҫумăр ыйтаҫҫĕ унтан. Илле пророка хисеплеҫҫĕ, унран хăраҫҫĕ те, хаяр теҫҫĕ. Ҫутҫанталăкри хаяр пулăмсен - ҫиҫĕм, ҫумăр, Аслати хуҫи вăл. Тӳпере 6 лаша кӳлнĕ урапапа кĕмсĕртеттерсе ҫӳрет теҫҫĕ – ҫав сасă кăларать те ĕнтĕ. Ҫиҫĕмĕсемпе ухă йĕппи евĕр усалсене хăвалать. Хресчен Илле пророкран хăрарах тăнă. Тырă пулă пиҫсе ҫитмелли вăхăт – вăйлă ҫумăр, пăр е ҫиҫĕм ҫăкăра сиен кӳме пултарать. Ҫавăнпа ăна ҫиллентересрен сыхланнă, ҫак кун уйра ĕҫлемен, ҫулман, пуҫтарман.

Ҫак уявсене халалласа Вăрманкас ялĕнче музей, библиотека тата клуб ĕҫченĕсем уяв ирттерчĕҫ. Илем кунĕ ҫинчен, халăх Илле пророка мĕншĕн чыслани ҫинчен каласа кăтартрĕҫ. Ҫак кунпа ҫыхăннă халăх каларăшĕсемпе паллаштарчĕҫ.

Ҫак кун ҫĕнĕ паранкă  кăларса ҫинипе те паллă. Музей ертӳҫи Н. Яковлева пухăннисене ҫак пахча ҫимĕҫ ҫичен питĕ интереслĕ каласа кăтартрĕ. Пирĕн ҫĕршыва мĕнле лекни, мĕнле элементсемпе пуян, ҫын сывлăхĕшĕн усăллă, мĕнле ҫитĕнтереҫҫĕ, мĕнле сортсем пулаҫҫĕ, пахча ҫимĕҫ чирĕсепе вĕсемпе кĕрешесси – тем ҫинчен те пĕлме пулчĕ.  19 ĕмĕрти мĕнпе ҫĕрулми пăлхавĕсем ҫинчен те пĕлме интереслĕ пулчĕ уява пухăннисене. Уявра аслисемпе ачасем те пулчĕҫ.

                                                              Н.Яковлева, музей ертӳҫи

 

       

Территориальный отдел «Юськасинский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика