Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асăнупа хурлăх кунне ирттертĕмĕр

13:57 22 июня 2016 г.

Çĕртме уйǎхĕн 22- мĕшĕ. Тул çутǎлма пуçланǎ, шǎпчǎксем Илемлĕн сас параççĕ, хĕвелĕ йǎл кулса тухать, таврара ǎшǎ, çутǎ, ырǎ. Анчах ирхи тǎватǎ сехетрех çак ырǎлǎх таçта кайса путланнǎ, пирĕн çĕр шыв çине нимĕç фашисчĕсем тапǎнса кĕнĕрен пысǎк хуйхǎ татǎлса аннǎ. Çак кун пирĕн халǎхшǎн ĕмĕрлĕхех хурлǎх кунĕ пулса юлчĕ.

Çĕр шывшǎн йывǎр вǎхǎтра кашни ял е хула çынниех çĕршыва хÿтĕлеме кар тǎнǎ. Муркаш районĕнчен Тǎван çĕршывǎн Аслǎ вǎрçине 9845 çын тухса кайнǎ. Шел, вĕсенчен çурри ытла, е 5491 ентеш, çапǎçу хирĕнчех выртса юлнǎ. Йÿçкасси тǎрǎхĕ вара 746 ывǎл-хĕрĕнчен 448не хǎй ытамне илеймен. Ентешсем, чĕрĕ юлнисем те, вǎрçǎ хирĕнче ĕмĕрлĕх вырǎн тупнисем те, ырǎ ята яман, тǎван çĕре тǎшманран сыхлама пултарнǎ. Вĕсен çутǎ сǎнарĕсем пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех упранĕç.

Çĕр шыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунǎ ентешсене асǎнса паян, çĕртме уйǎхĕн 22-мĕшĕнче, Йÿçкасси, Вǎрманкас тата Панкли ялĕсенчи палǎксем умĕнче «Иртнĕ вǎрçǎ манǎçмĕ» ятпа митингсем ирттертĕмĕр, палǎксем умне чĕрĕ чечексем хутǎмǎр. Ачасене вǎрçǎ ачисен аса илĕвĕсемпе паллаштартǎмǎр.

Акǎ мĕн калаççĕ ватǎсем вǎрçǎ вǎхǎтне аса илсе.

«Аннесене пǎрçа çулнǎшǎн пĕр çǎпала ыраш нимри параççĕ. Эпир, илме каякан ачасем, тем пек çисе ямалла та – анне хушман. Килте курǎк хушса çемье валли çитмелĕх яшка пĕçеретпĕр», - тет В.А. Петрова.

«Пĕрне пĕри ǎнланни, пулǎшни, тĕкĕ пани пулǎшрĕ çав йывǎр çулсенче. Ача пулсан та ас тǎватǎп, пĕри кукǎль пĕçерсен кукрипех çиетпĕр. Тǎранни мар пулсан та ас тивни паха. Е тата почтальон пĕрне хурлǎхлǎ çыру парса хǎварать, ушкǎньпех йĕретпĕр. Çапла хуйхи те, савǎнǎçĕ те пĕрле», - аса илет У. Я. Никифорова.

Çапла манма йывǎр вǎрçǎ çулĕсене ватǎсене. Пирĕн вара паттǎр ентешсене асран кǎларас марччĕ.

                                                                                                  Н. Яковлева.

Территориальный отдел «Юськасинский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика