Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хор ветеранов

09:31 24 марта 2016 г.

     2016 çулхи пуш уйăхĕн  22–мĕшĕнче  Очăкасси ял клубĕнче Муркашри Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен халăх хорĕ пысăк концерт лартса пачĕ. Илемлĕх ертӱçи Юрий Жуков – Чăваш Республикин, культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, композитор. Концерт репертуарĕ питĕ пуян. Хор юрлани, халăх юррисемпе композиторсем кĕвĕленĕ юрăсене черетлентерсе пыни питĕ кăмăллă. Вырăсла та, чăвашла та, солистсем те, арçынсен тата хĕрарăмсен ансамблĕсем те шăрантараççĕ юрра. Шухăша яракан юрăсемпе пĕрлех шӱтлисем те пур. Шӱтлесе те йĕплесе кăтартнă монологсемпе сценкăсене те пăхма интереслĕ пулчĕ. Халăх уйрăмах Эльвира Симакова, Александра Смирнова, Виталий Егоров, Роза Соловьева, Серафима Ванюшкина, Аврелий Угаров, Нина Петрова солисткăсем юрланине тăвăллăн алă çупса хакларĕç; Раиса Аксендарова шӱчĕсене ырларĕç. Галина Борисовăпа Алевтина Ильина, Лидия Смирновăпа Алексей Скворцов, Николай Куликов юрланисем те чылай вăхăта асра юлĕç, пĕр каласан мухтава пурте тивĕçлĕ.

      Очăкассисем ветерансен халăх хорĕн коллективне лайăх концертшăн тав тăваççĕ. Халăха татах та савăнтарма пултарулăхĕ иксĕлми  тапса тăтăрччĕ вĕсен.

     Концерт умĕн районти хӱтлĕх пайĕпе социаллă пулăшу паракан центрта тата пенси енĕпе ĕçлекенсем тухса калаçрĕç, çынсен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕç.                       

Территориальный отдел "Сятракасинский " Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика