Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Орининсем çӗнӗ камитпе савӑнтарчӗç

17:45 03 марта 2024 г.

Муркаш муниципалитет округӗнче «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурс малалла пырать. Хальхинче сцена çине Оринин территори пайӗнчи пурте юратакан Оринин халӑх театрӗ.

Мартӑн 1-мӗшӗнче, Орининти культура Çуртне ял çыннисем нихçанхинчен йышлǎ пухǎнчĕç, ларма вырӑн та çитмест. Кунта паян вырǎнти халǎх театрĕн смотрĕ пырать. Вырӑнти театр артисчĕсем, смотра хатĕрленсе, А.Ларев драматург çырнǎ «Пӗрне-пӗри юратсан» ятлǎ икĕ пайлǎ камите лартрĕç. Театрǎн режиссерĕ – Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Аркадий Андреев.

Палǎртса хǎвармалла, спектакль умĕн Оринин территори пайӗн ертӳçи В.Ю. Пушкова куракансем умне тухса калаçрĕ. Вǎл Оринин территори пайӗн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлĕпе, экономикǎпа социаллǎ пурнǎç аталанǎвĕн итогĕсемпе, умра тǎракан задачǎсемпе паллаштарчĕ.

Смотр ответлǎ тапхǎр пулнине шута илсе, артистсем те пултарнǎ таран лайǎхрах выляма тǎрǎшрĕç, хǎйсен геройĕн сǎнарне ĕненмелле уçса пачĕç. Куракансене култармаллипех култарчĕç, пурин чĕрине кĕрсе вырнаçмалла вылярӗç. Ахальтен мар ӗнтӗ, залра ларакансем ӑшӑ куçсемпе пӑхса ларса, савӑнӑçлӑн кулса артистсене тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Оринин халǎх театрне шкул ачисем те кáмáлласах хутшáнаççĕ. Паянхи каç ҫакна çирӗплетсе пачӗҫ те ӗнтӗ, театр тӗнчинче пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан çамрӑк артистсем: Надежда Семенова, Алина Блинова, Екатерина Федотова, Павел Филиппов, Александр Игров. Çавӑн пекех спектакльте чунӗпе театра парӑннӑ артистем, нумай çул хушши кунта хутшӑнакансем: Вадим Васильев, Людмила Родионова, Алексей Воробьев, Никита Павлов, Николай Корольков питӗ ӑста вылярӗç.  

«Кунти халӑх чӑннипех те театр искусствине парӑнни, унӑн пурнӑçӗпе кӑсӑкланни курӑнать», - терӗ жюри председателӗ, Ю.Н.Жуков. Çавӑн пекех, артистсен сцена çинчи пултарулǎхĕ çӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ.

Оринин территори пайӗн ертӳçи В.Ю. Пушкова, вырӑнти ветерансен канашӗн председателӗ В.И.Вязов курава пĕтĕмлетнĕ май, театр режиссерне - Аркадий Андреева, артистсене тав сǎмахĕ каларĕç, малашне те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарма вǎй-хǎват, ырлăх-сывлăх, телей, творчествӑра çитӗнӳсем сунчĕç.

Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика