09:58 15 февраля 2023 г.
Чӗрери чи шалти туйӑмсене пырса тивекен спектакль лартса пачӗ ӗнерхи каҫ Оринин халӑх театрӗ Шупашкар районĕнчи Мăн Марка клубĕнче. "Турӑ пӳрмен юрату" драма вара куракансемшӗн чӑннипех те пӗрре курсах ӗмӗрлӗх юрату пулса тăчĕ. Ҫамрӑк артистсен пултарулăхĕ питĕ тӗлӗнтерчӗ, савӑнтарчӗ, хӑпартлантарчӗ, спектакльте вылякан мӗн пур артист та хӑй сăнарне куракана ӑнланмалла калӑпласа пачӗ. Залра лӑк тулли пухӑннӑ ҫынсем вĕсемпе пĕрле кулчӗҫ, макӑрчӗҫ, хумханчӗҫ. Паллах, Оринин халӑх театрӗ ҫапла ҫитенӳ тума пултарни Аркадий Андреев режиссёр хастар ӗҫленипе тава тивӗҫнӗ.
Оринин халăх театрĕнчи артистсене тата режисёрне малалла тата пысăк ҫитӗнӳсем тума ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем сунатпӑр!
Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа