Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сталинград хулинчи хаяр çапăçу - пурин асĕнче те

14:10 03 февраля 2023 г.

Кашни çулах февралĕн 2-мĕшĕнче Раççей Çĕршывĕнче Сталинград хулинчи хаяр çапăçура пирĕн паттăр салтаксем нимĕç фашистчĕсене çапса аркатнине паллă тăваççĕ. Çак çапăçу чи хăрушă çапăçусенчен пĕри пулнă. Вăл 1942-мĕш çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче пуçланса 1943-мĕш çулхи февралĕн 2-мĕшĕччен пынă. Шăп 200 кун хушши пирĕн халăх фашистпа паттăрăн çапăçнă. Кăсал вара 80 çулхи Çĕнтерÿ кунне паллă тăваççĕ.

         Çак аслă Çĕнтерĕве паллă тума Москакасси вăтам шкулĕнчи аслă классенче вĕренекенсем Москакасси ялĕнче вырнаçнă палăксем патĕнче пулчĕç. Вĕсем палăксем умне юртан тасатса тирпейлерĕç, сăвăсем каларĕç, чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çавăн пекех ял библиотекинче те 6-мĕш класра вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Л.Ванюшкина библиотекарь ачасене Сталинградри хаяр çапăçу историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ачасене Сергей Алексеев çырнă «Геннадий Сталинградович», «Злая фамилия», «Сталинградское сражение» калавĕсен сыпăкĕсене тата «На Мамаевом кургане» сăвă йĕркисене вулаттарчĕ. Çавăн пекех ачасемпе викторина туса ирттерчĕ.

        Сталинград хулине паянхи кун Волгоград хули - геройсен хули тесе ят панă. Çак хаяр вăрçă хирĕнче пин-пин салтак тата мирлĕ халăх вăхăтсăр пуçĕсене хунă. Мĕн чухлĕ хури-шуррине курман пулĕ хаяр вăрçăра вилĕмсĕр халăх. Çапах та вĕсем тăшмана парăнма шутламан, кашни кунхи хаяр çапăçура паттăрăн çапăçса тăшмана çĕнтерсе пынă.Тăшман пĕр шелсĕр бомба-хыççăн бомба пăрахса хулана çĕрпе танлаштарнă, мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ пулнă çакна чăтса ирттерме. Çапах та чăтма пултарнă пирĕн халăх, сĕнтерме те пултарнă хаяр тăшмана. Çак хула паттăрсен хули тесе ахаль каламан ĕнтĕ.

        "Яланах мир пултăрччĕ çĕр çинче, вăрçă никама та кирлĕ мар!», -терĕç ачасем те.

 

 

   

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика