18:53 16 ноября 2024 г.
«Кăвар чĕрем – пин ςын чĕри.
Эп пĕр ςын мар – эп хам пин-пин,
Эп пин чăваш, эп пин-пин ςын!
Чĕрем юрри – пин ςын юрри»
(Çеçпĕл Мишши)
Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр, çĕнĕ чăваш сăввине çул уçса параканăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май, Катькас ял библиотекинче «Кăвар чĕреллĕ поэт» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ.
Анжелика Угарова библиотекарь, Катькас культура çурчĕн ĕçченĕсем – Любовь Сергеевăпа Надежда Кондукторова вулакансемпе чăваш поэзийĕн классикĕ Ҫеçпĕл Мишши пирки калаçнă май, унăн пултарулăхĕпе кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне çутатса паракан презентаципе усă курса паллаштарчĕç. Чăвашсен кăвар чĕреллĕ сăвăçи хăйĕн хушма ятне çурхи илĕртуллĕ чечек ячĕпе çыхăнтарнине, Çеçпĕл Мишши хăйĕн кĕске ĕмĕрне тасалăхпа ырлăхшăн, çынсен ырă ĕмĕчĕсемшĕн, тăван халăх телейĕшĕн панине ăнлантарчĕç. Надежда Максимилияновна «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр» сăвва мăнаçлăн та чуна тивмелле вуласа пачĕ. Мероприятие хутшăнакансем поэт çинчен аса илнĕ май çĕннине те пĕлчĕç.
Çавăн пекех Анжелика Васильевна вулакансене Çеçпĕл Мишшине халалласа çырнă кĕнекесемпе те паллаштарчĕ.
Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики