Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тăван ялăм – савнă ялăм» – Катькасри ял уявĕ

14:00 25 июня 2024 г.

Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл – ял уявĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял уявĕ – чи кĕтнĕ самант.

Катькас халăхĕ ял уявне 1989 çулта ирттерме пуçланă. Троица çитсессĕн ял халăхĕ уява паллă тума кану паркĕнче пуçтарăнать. Кăмăл тăвакансем тĕрлĕ спорт вăййисенче хутшăнма пултараççĕ. Çамрăксемпе вăй питти арçынсем волейболла выляççĕ, турник çинче вăй виçсе туртăнаççĕ, шахмат та вăййи те хăй патне илĕртет. Ача-пăча пĕрене çинче михĕпе пĕр-пĕрне çапса ӳкерме тăрăшса çĕнтерӳçĕ пулма васкать. Ачасене савăнма батут, пылак вата та пулчĕ.

Библиотека ертÿçи Анжелика Угарова ял-йыш валли тĕрлĕ мероприятие çутатса паракан стенд, ал-ĕçĕсен куравне йĕркелерĕ, уява ертсе пычĕ. Культура çурчĕн ертÿçи Любовь Сергеева халăх валли шÿрпе пĕçерес ĕçе йĕркелерĕ.

Уяв ячĕпе «Катькас» территори пайĕн начальникĕ Г.Г. Лебедев, ветерансен Канашĕн ертÿçи В.Н. Волкова тата Л.П. Сергеева саламларĕç. Пурне те çирĕп сывлăх, савăк кăмăл-туйăм, çутă шанăçсене пурнăçлама ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тата ырлăхпа телей сунчĕç.

Уявра «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнăн концерчĕ, хĕрупраçсен ташшисем халăх кăмăлне çĕклерĕç. Юрлама кăмăллакансем – Валера Ельников, Михаил Шадрин, Любовь Сергеева, Валентина Грачёва халăха савăнтарчĕç. Эстрада артисчĕсем, Дмитрий Моисеевпа Евгений Тодинов, шăрантаракан хаваслă та илемлĕ юррисем халăха пĕр вырăнта ларма памарĕç, ташлама хистерĕç.

Ял халăхне Егорова Людмила Александровна, Угарова Зоя Даниловна килте вĕретнĕ сăрапа сăйларĕç. Ял-йыш валли техĕмлĕ шÿрпе маттур та пултаруллă яш çынсем – Венедиктпа Алексей Тяминсем пĕçерчĕç. Вĕсене тăванĕсем пулăшрĕç. Марина Волкова, Екатеринăпа Сергей Тяпкинсем, Илья Филиппов, Анна Максимова, Полина Угарова, Валентина Егорова хăйсем ăсталанă япаласене курава илсе тухрĕç. Музыка енĕпе Константин Семенов йĕркелесе пычĕ. Активлă хутшăнакансене парнесем парса хавхалантартăмăр. Пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса 50, 45, 40, 35, 25 çул пĕрле пурăнакансене те чысларăмăр. Турник çинче вăй виçсе мала тухма пултарнисене, шахматла вылякансене, тутлă шÿрпе пĕçерекенсене парнесем парса хавхалантартăмăр.

Ял уявĕ питĕ аван иртрĕ. Ял-йыш тулли кăмăлпа артистсемпе пĕрле юрласа, ташласа каçченех савăнчĕ.

Уяв ирттерме укçа-тенкĕпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕ Владимир Николаевич Малов пулăшрĕ. Çавăн пекех ял-йыш та яланхиллех укçа пачĕ. Андрей Михайлович Кузьмин предприниматель юсав ĕçĕсем валли хăмасем парса пулăшу кÿчĕ. Уява ирттерме те, хатĕрленнĕ чухне пулăшакансене те чун-чĕререн тав тăватпăр! Тепĕр Çимĕкчен таса сывă пурăнма пурне те сунатпăр!

А. Угарова библиотека ертÿçи

 

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика