Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Катькас ял библиотекинче «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ

18:46 26 апреля 2024 г.

Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр, Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлева асăнса çулсеренех эпир ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр.

Катькас ял библиотекинче «Ларма» ушкăна çÿрекенсемпе «Тăван чĕлхем – чăваш чĕлхи» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ.

Мероприяти пуçламăшĕнче Анжелика Угарова чăваш чĕлхи уявĕн историне каласа пачĕ, чăваш чĕлхи пуян та чи илемли пулнине палăртса хăварчĕ. И.Я. Яковлев чăваш халăхĕшĕн Улăпла тунă ĕçĕсем пирки те аса илтерчĕ, чăваш чĕлхи çинчен çырнă илемлĕ сăвăсем вулса пачĕ. Çавăн пекех Елена Петрова пурнăç çинчен хайланă сăввисемпе паллаштарчĕ. Сăвăсем мĕнле çурални пирки пĕлтерчĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр çинчен видеофильм куртăмăр.

И. Яковлевран илемлĕ литература чĕлхи те йĕркеленсе кайнă. Хальхи вăхăтра Чăваш кĕнеке издательстви аслă çулхисем валли тăван чĕлхепе пичетлесе кăларнă чăваш çыравçисен çĕнĕ кĕнекисемпе те Анжелика Васильевна паллаштарчĕ. Килĕшнĕ кĕнекенсене килте вулама илчĕç.

«Ларма» ушкăна çÿрекенсем мероприятипе кăмăллă юлчĕç, пĕрле пухăннишĕн хĕпĕртерĕç, библиотекаре тав турĕç.

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика