Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Салтаксем валли Катькас ял библиотекин вулаканĕсем пулăшу йĕркелерĕç

14:38 22 декабря 2023 г.

Катькас ял библиотекинче йĕркеленнĕ «Ларма» ушкăна çÿрекенсемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли çăм нускисем çыхма шут тытрăмăр. Хĕллехи кунсенче алла усса лариччен чăлха-алсиш çыхса та пулин вăхăта усăллă ирттернине мĕн çитĕ. Кун пирки вĕсем те шухăшланă пулнă. Пурте хĕпĕртерĕç. Пĕр тăхтаса тăмасăрах ĕçе пуçлас терĕмĕр. Çăмсене библиотекăна илсе килсе тасатма палăртрăмăр.

Катькас территори пайĕн ветерансен канашĕн ертÿçи Вера Волкова килте сурăх тытакансемпе калаçса çăмсене библиотекăна илсе килме каларĕ. Хăй те вĕсем патне çитсе хатĕр çăмсене кайса илчĕ. Çăмсене Валентина Егорова, Геральд Егоров, Вера Волкова, Людмила Иванова, Валентина Слепнева, Любовь Сусанина пачĕç. Виçĕ кун хушши тăватшер сехет библиотекăра çăм чаварăмăр. Пĕр-пĕринпе туслăн ĕçленĕрен ĕç кал-кал пулса пычĕ, вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Паянхи лару-тăру пирки те сÿтсе яврăмăр. Çамрăк чухнехине те аса илтĕмĕр. Çав хушăрах вăхăта усăллă ирттертĕмĕр. Анжелика Угарова библиотекарь тĕрлĕрен интереслĕ хыпарсем каласа тавракурăма пуянлатрĕ.

Çăмсене тасатса пĕтерсен Калайкассинчи çăм арманне Вера Волкова, Любовь Ельникова тата Елена Петрова кайрĕç. Вĕсене Олег Петров машинăпа илсе çÿрерĕ. 22 кг çăм таптарса килчĕç. Пурĕ пĕрле 30 кг ытла çăм пуçтарăнчĕ. Ĕç хăвăртрах пултăр тесе арлама пĕлекенсем çыхакансем валли çипсене хатĕрлесе пачĕç. Вĕсен шутĕнче Елена Арешменева, Елена Петрова, Феня Серова, Алевтина Кузьмина, Валентина Григорьева, Марина Матвеева, Альбина Ярушкина, Юлия Мокина, Рена Вазикова Таисия Краснова пулчĕç. Нускисене çыхакансем шутĕнче Вера Арешменева, Галина Мочалова, Елена Арешменева, Елена Петрова, Елена Шадрина, Раиса Козлова, Галина Шадрина, Таисия Краснова, Валентина Серова, Альвина Охлина, Зинаида Матвеева, Валентина Шадрина. Асăннă çынсемпе пĕрлех çăм чаванă çĕрте Марина Волкова, Галина Егорова (Пушкин урамĕнчен, автор прим.), Светлана Любимова, Людмила Мочалова, Алевтина Полякова, Валентина Грачева, Вера Тямина та пулчĕç. Çавăн пекех лавккаран ăшă нускисем Валентина Васильевна Бычкова, Маргарита Яковлева, Анжелика Угарова, Любовь Сергеева, Людмила Яковлева, Владимир Валерьевич Юлин, Валентина Угарова илсе пачĕç. Укçан паракансен те пулчĕç. Салтаксем валли чей, кофе, сахăр, макарон, конфетсемпе ытти çимĕçсене Наталия Романова, Надежда Кузьмина, Светлана Петрова, Людмила Мочалова, Николайпа Галина Андреевсем 5 кг ытла пыл илсе килчĕç. Пурĕ пĕрле 40 ытла çын хутшăнчĕ.

Чун ыйтнипе пуçланă ĕçе хастаррăн хутшăнса кĕске вăхăтрах çĕре яхăн нуски çыхма пултартăмăр. Пухăннă япаласене района çывăх вăхăтра çитерĕпĕр. Ыттисемпе пĕрле пирĕн япаласем те салтаксем патне çитессе шанатпăр. Малалла та хамăрăн ĕçе тăсма палăртрăмăр. Пирĕнпе пĕрле хутшăнма ыттисене те йыхравлатпăр.

Катькас ял библиотекин ертÿçи А. Угарова.

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика