Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аваллăхсăр малашлăх çук

08:51 20 февраля 2023 г.

         «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче иртрĕ. Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă  республика фестивальне  пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем – Чăваш Республикин вĕренӱ тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси вĕренĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ» Чӑваш Республикин бюджет учрежденийĕ  тата Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ» муниципалитет пĕтĕмĕшле вĕренÿ автономи учрежденийĕ.

          Фестиваль – шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп/вăтам шкулсенче чăваш чĕлхипе культурине аталанма пулăшмалли, педагогсен опытне сармалли мел.

         Фестиваль тĕллевĕпе задачисем

- чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарасси;

-    ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси;

-   шкул ачисен тăван халăх чĕлхипе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси;

-    вĕрентекенсен паха опытне тупса палăртасси, унпа ыттисене паллаштарасси.

         Фестиваль ăмăртăвĕсем

     - «Атьăр вăййа тухар-и?» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем чăваш ача-пăча вăййисене кăтартса пани);

      - «Халăх хитре – йăлипе» (вăтам классенче вĕренекенсен фольклор ушкăнĕ чăваш халăхĕн хăй тăрăхĕнчи пĕр йăли-йĕркине кăтартса пани);

      -  «Халăх юрри – чунăм уççи» (вăтам е аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррине юрлани);

       -  «Ай, ташлар-и ташшине…» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш ташшине ташлани);

       -  «Çĕнĕ варкăш» (2-11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсем çырнă сăвăсене пăхмасăр пултаруллă каласа пани);

       -  «Халăх йăли – пурнăç йĕрки» (вĕрентекенсем чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса ирттернĕ уроксемпе урок тулашĕнчи ĕçсене ирттерни);

       -   «Ачалăхри асамат кĕперĕ» (5-11-мĕш классенче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен куравĕ)

       -  «Пирĕн çемьен юратнă чăваш апачĕ» (проекта 1-11-мĕш классенче вĕренекен çемьепе хутшăнса хÿтĕлени).

       «Ай, ташлар-и ташшине…» номинацире 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш ташшине ташларĕç. Вĕсен  хушшинче  Атнар вăтам  шкулĕнчи  2 – мĕш  класра  вĕренекенсем, Атнарти  культура  çуртĕнчи  «До ми соль ка»  ташă  ушкăнĕ  хăйĕн  ташă  пултарулăхне  кăтартрĕ.  Класăн  ертÿçи – Алевтина  Куропаткина,ушкăнăн ертÿçи – Ольга  Сергеева.

       Жюри членĕсем ачасем тĕрĕс те илемлĕ ташлама пĕлнине, хăйсене сцена çинче тивĕçлĕ тытнине, ачасен тумĕ юрăпа килĕшсе тăнине хакларĕç.

 

 

 

 

Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика