Убеевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Упи ял вулавăшĕнче «Манăн юратнă чăваш кĕнеки» калаçу сехечĕ иртрĕ.

11:57 06 апреля 2021 г.

Упи ял вулавăшĕнче «Манăн юратнă чăваш кĕнеки» калаçу сехечĕ иртрĕ. Чи нумай кĕнеке вулакансенчен пĕри - аслă ăрури Ю. Константинова. Вăл итлекенсене Николай Максимов çырнă хайлаври тĕп геройăн шăпи çинчен каласа пачĕ.
Упи ял вулавăшне çурекенсенчен ытларахăшĕ Улькка Эльменĕ çырнă «Сарă кĕпе» хайлава кăмăлласа вуларĕç. Çавра сĕтел хушшинче кĕнекери сăнарсенчен пĕрисене — шеллерĕç, теприсене — хурларĕç.
«Пурнăçра пĕчĕк пулăмсем те пысăк инкек патне илсе çитерме пултараççĕ. Темĕнле йывăр ыйтăва та татса пама май пур. Этемĕн пурнăçра виçĕ хуйхă пулать: чи çывăх çын вилни; сиплеме май çук чирпе чирлени; хăвăн хыççăн ăру хăварайманни. Ыттисемшĕн макăрса ларма кирлĕ мар, малалла талпăнмалла, йывăрлăхпа кĕрешмелле»,- тесе вĕçлерĕç «Сарă кĕпе» повеçе хаклакансем.
 

Убеевское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Убеево, ул.Сапожникова, д.6
Телефон: 8(83530) 33-2-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика