Исаковское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ентешсемпе тĕл пулни

11:26 18 мая 2022 г.

Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа Кĕçĕн Шетмĕ культура керменĕнче çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче хаваслă тĕл пулу иртрĕ. Уяв хăнисем Чăваш халăх поэчĕ, вун-вун кĕнеке авторĕ, Танăш каччи Юрий Сементер тата «Кĕмĕл сасă» конкурс çĕнтерÿçи, чăваш халăх юрăçи Любовь Афанасьева пулчĕç. Çăкăр-тăварпа, техĕмлĕ чăваш сăрипе кĕтсе илчĕ ентешсене «Шетмĕ ен» ушкăн. Килнĕ хăнасем малтанах Э.М. Юрьев ячĕллĕ картина-галерейăра пулса курчĕç. Музей ертÿçи А.Н. Сергеева музейпа паллаштарчĕ. Клуб сцени çинчи хаваслă концерт «Буратино» драма ушкăнĕ хатĕрленĕ (ертÿçи А. В. Бажбенова режиссер) «Çарăк» тата «Чăпар чăхă» юмахсемпе пуçланчĕ. Вырăс халăх юмахĕсене чăвашла Юрий Сементер куçарнă. Вĕсене Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн 4-мĕш класс ачисем выляса кăтартрĕç (класс ертÿçи И.Г. Афанасьева).  Пултаруллă шкул ачисем юратнă поэт сăввисене сцена çинче вуларĕç. Юрий Семенович ачасен ыйтавĕсене хуравларĕ, хăйĕн чунри шухăшĕсене куракан патне çитерчĕ, яланхи йăлипе кĕнекесем парнелесе хăварчĕ. Хаваслă уява Любовь Афанасьева янăравлă сассипе илем кÿчĕ, юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ. Юлашкинчен куракансемпе килнĕ хăнасем «Уçланкăри палан» юрра савăнса юрларĕç. Ял халăхĕпе шкул ачисем тулли кăмăлпа саланчĕç ентешсене халалланă уявран.

Ирина Козлова

Исаковское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429631, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Исаково, ул.Садовая, д.21
Телефон: 8(83530) 30-2-72
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика