09:04 01 октября 2021 г.
Хисеплĕ кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем, кинемейсемпе мучисем! Сире паянхи уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунатпăр.
Хисеплĕ ватăсем, сире мăнукăрсем, савăнăçлă саманара çитĕнекен ачасем пулăшса пыччăр, ăшă сăмахпа йăпатма пĕлччĕр. Тавтапуçах сире чăтăмлăхшăн, ăста алăллă пулнăшăн, пире ăс панăшăн, пирĕншĕн тĕслĕх пулнăшăн. Сывлăхăра упрăр, ватлăх кунĕсем лăпкă пулччăр! Тавтапуç!
Галина Ефимова, Кĕçĕн Шетмĕ ял поселенийĕн администрацийĕ
Исаковское сельское поселение Красноармейского района