Исаковское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравляем с 90-летием Павлову Зинаиду Павловну из с. Исаково

13:51 25 июня 2021 г.

90-летний юбилей отметила труженица тыла, жительница села Исаково Зинаида Павловна Павлова. Она яркий пример мужества, стойкости и трудолюбия. Это важное и радостное событие Зинаида Павловна сегодня встречала в кругу своих родных и близких. 

В юбилейный день рождения труженица тыла получила поздравительную телеграмму от Президента Российской Федерации Владимира Путина и памятные подарки с цветами от администрации Исаковского сельского поселения как признание её трудовых заслуг и в память о том времени, когда она ковала Победу в тылу. В честь именницы прозвучали песни в исполнении работников культуры. Этот юбилей свидетельствует о том, что за долгую жизнь многое было увидено и пройдено. Годы идут – голову покрывает седина, уходит здоровье, но бабушка Зина старается не поддаваться болезням и недугам. Она сумела сохранить в себе такие черты характера, как доброжелательность, терпение, чувство юмора.
Она охотно рассказывает о своей судбье, как после замужества с супругом построили своими руками дом и зажили счастливо. Вместе трудились в колхозе. Муж работал трактористом. Но очень рано овдовела. Двум сыновьям и дочери старалась привить трудолюбие. 

В настоящее время Зинаида Павловна проживает с сыном, который оказывает ей должный уход. Ее окружают 6 внуков и 1 правнучка. Свой день рождения она отмечала в радостном настроении и в добром расположении духа.


Пур йывăрлăха çĕнтерсе: из газеты "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета) от 04.05.2020 г.

— Хуратма та çук, çĕтсе пăрахма та çук чĕрене вырнаçнине. Пурнăç вăл питĕ вăрăм çул, унта мĕн кăна пулса иртмест пулĕ, — çапла пуçларĕ хăйĕн хайлавне Кĕçĕн Шетмĕри 89 çулхи Зинаида Павловна Павлова. — Хамăн пурнăçра мĕн кăна курмарăм эпĕ. Çуралатпăр, ỹсетпĕр, ỹкетпĕр те тăратпăр каллех. Çамрăк чух эпир вĕри, васкатпăр, çул кайнăçемĕн чăтăмлăрах пулма хăнăхатпăр. Эпĕ 1931 çулхи июнь уйăхĕнче Павел Михайловичăн вăтам ĕçчен çемйинче çуралнă. Нихăçан та асран тухмасть: пĕррехинче яла коммуна çыннисем килсе çитеççĕ. Ялти арçынсем пурте тарса пытанаççĕ. Анне ача япалисене чỹхеме çырма хĕрне анать. Килте пĕчĕккипе пĕрле сăпкари ача кăна юлаççĕ. Анне шыв хĕрринчен хăпарнă çĕре икĕ ачана та вĕлерсе тухса каяççĕ усалсем: пĕрне сакайне ярса хăвараççĕ, сăпкарине те тĕп тăваççĕ. Мĕн айăпа кĕнĕ-ши çак пепкесем? Мĕнле чĕреллĕ çынсем пулнă-ши хайхискерсем? Пĕр эрне иртет, иккĕ, арçынсем çаплах киле таврăнмаççĕ. Анне пĕчченех икĕ пепкине те пахчана шăтăк чавса пытарать. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ. Зина аппан куçĕнчен куççулĕ юхса анчĕ. Пĕр вăхăт шăпланчĕ вăл. Унтан сывлăш çавăрса илчĕ, куççульне шăлса сăмахне малалла тăсрĕ. — 1939 çулта атте пире, аннепе 4 ачине, Томск хулине илсе кайрĕ. Нумай кун поездпа кайрăмăр. Унта çитсен пире пĕр пысăк пỹрте вырнаçтарчĕç. Пушă пỹртсем нумай, анчах та пурăнаканĕсем сахал. Турă пĕр аллипе илет, тепринпе парать. Унта эпир 3 çул пурăнтăмăр. Кайран мăнакка каялла таврăнма чĕнсе çырса ячĕ. 1942 çулта мăнакка патне Вăтакаса (Липовкăна) таврăнтăмăр. Эпир пурăннă пỹрт ларать-ха. Анчах та эпир унта кĕмерĕмĕр. Пирĕн 4 кĕлете куçарса кайнă. Пурнăçра хуйхă яланах юнашар çỹрет, теççĕ. Кĕçех атте йывăр чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Кашни çыннах Турă тỹсĕмлĕх парать. Анне пире пĕчченех пăхса ỹстерчĕ. Колхоз уйĕнче унпа çĕр улми кăларнă вăхăтра ман пата милицисем килчĕç те: “Финляндине кайма пултаратăн-и?” — терĕç. Анне вĕсемпе килĕшрĕ: “Вăрçă пире 3 виле парнеленĕ. Кайса пулăш, хĕрĕм”, — терĕ. Уйранах лартса кайрĕç. Тухса кайнă чух хампа пĕрле 3 мăшăр çăпата илтĕм. Хамăр районтан 8 хĕр ача кайрăмăр. Чăваш Республикинчен чылайăн пуçтарăнтăмăр. Çитсенех пире ферма пулнă çурта вырнаçтарчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче ĕнисене кăларса янă та вĕсем вăрманта пурăннă. Пире çав ĕнесене хăваласа килсе фермăна хупма хушрĕç. Çитрĕмĕр вăрмана... Унта мĕн чухлĕ ĕне, пĕр ĕне çумĕнчех 4 пăру. Итлеттерме йывăр, хамăр хăратпăр, аран пĕр кĕтỹне хăваласа çитеркелерĕмĕр. Çав кун пирĕн хушăри Лисук хĕр ют вăрманта çухалса юлнă. 3-4 кунтан тин тупăнчĕ. Выçса вилесрен ĕне сĕчĕ ĕçсе пурăннă иккен. Ун хыççăн пире вилесем пуçтарма ячĕç. Кунта вара Турă мĕнле тỹсĕмлĕх пачĕ-ши? Кунсерен мĕн чухлĕ виле пуçтармарăмăр пулĕ: çырмасенчен, шывран, шурлăхран... Хăшĕсене çеккĕлсемпе туртса кăлараттăмăр. Лаша пуçĕсем те нумай тухатчĕç, çынсен аллисем те, пуçĕсем те... Пĕр сарайĕнчен тата тем пысăкăш çын урисем тиесе тухрăмăр. Хăш чухне пуç çаврăнса каятчĕ. Пухнă вилесене кăмакара çунтаратчĕç. Унтан кĕлне илсе тухса чавнă пысăк шăтăксене кайса тăктаратчĕç. Пирĕнпе пĕрле Мари Эл Республикин хĕрĕсем те ĕçлетчĕç. Пĕррехинче хамăра лăплантарма тесе каçхине чăваш юррисене юрларăмăр. Пирĕн пата таçтан пĕр ушкăн çамрăк каччăсем тупăнчĕç. Чăваш юррине илтсе килнĕ иккен вĕсем. Вĕсенчен пĕри, 9 çулти, пирĕнпе чăвашла калаçма пуçларĕ. Эпир тĕлĕнсех кайрăмăр. “Эпĕ чăваш, кусем те чăвашсем, Гриша тесе чĕннĕ, халĕ урăх ят панă мана. Эпир кунта Ленинградран лекнĕ”, — терĕ. Ăна 4 çул каяллах ыттисемпе пĕрле тыткăна илсе кайнă иккен. Анчах та вăл чăвашла манса кайман. Хĕрсенчен чылайăшĕ унран адресне илчĕç. Эпĕ темшĕн çырса илмерĕм. Уншăн халĕ те ỹкĕнетĕп. Пĕрле пулнă хĕрсенчен халĕ эпир иккĕн çеç тăрса юлнă, ыттисем пурнăçран уйрăлнă. Шăпах çулталăк унта пултăмăр. Кун хыççăн Зина аппа пĕр хушă шăп ларчĕ, хăйĕн кун-çулне малалла тишкерчĕ-ши е хуйхине пусăрăнтарчĕ-ши, е хăйне вĕçĕ- хĕррисĕр урампа утнăн туйрĕ-ши? Унтан хуллен сăмах малалла сỹтĕлчĕ. — Вăрçă вăхăтне те, ун хыççăнхи йывăр çулсене те чăтса ирттертĕмĕр. Мĕн тăвăн, ăраскал çакнашкал пулсан, пурне те чăтмалла, шăпаран тарса пытанаймăн. Таврара пурте савăнăçлă пулмасть пулĕ? Финляндирен килсен районти сĕт-çу заводĕнче ĕçлерĕм. 1953 çулта район больницине ĕçе вырнаçрăм, санитарка ĕçĕсене пурнăçларăм. Ирина Ивановна Пашкеева врач пире хавхалантарсах тăратчĕ, ăшă та вашават çынччĕ вăл. — Пулас упăшкупа мĕнле паллашрăр? — Мĕнле калас, ăнсăртран-ши? Пĕррехинче пĕр хĕрарăм пирĕн уйрăма чупса пычĕ те больница çывăхĕнчи çырма хĕрринче пĕр çамрăк юн юхтарса выртнине пĕлтерчĕ. Эпир чупса çитрĕмĕр те унăн çăварĕнчен юн каять иккен. Васкаса операци турĕç. Вăл нумай вăхăта тăсăлчĕ. Каччă ун чухне МТСра ĕçленĕ, транспорт çукран, тракторăн йывăр юсав пайне лумпа хулпуççи урлă хурса колхоза йăтса çитерме шутланă. Анчах çырма хĕрринче лум хулпуççи çинчен ỹкет, хăй те пĕрле. Йывăрлăха хырăмлăхĕ чăтайман, çурăлса кайнă. Пулăшу ыйтса кăшкăрнă-ха вăл, анчах каçхине никамах та илтмен пулас. Больницăра нумай вăхăт сипленчĕ. Эпĕ ун патĕнче час-часах пултăм, çавăн чухне килĕштернĕ вăл мана. Нумай хирĕçлерĕм, мĕншĕн тесен манăн ун чухне хамăн савни пулнă, анчах вăл аякраччĕ. 1958 çулта мăшăрлантăмăр. Унтан пỹрт лартса уйрăлса тухрăмăр. Упăшкана ял хушшинче Олешка тесе чĕнетчĕç. Çумра лайăх çын пулсан, пурнăç çулĕ те хăрамалла мар. Пирĕн 2 ывăлпа пĕр хĕр (Вова, Веня, Вера) çуралчĕç. Çырса хунă шăпана улăштараймастăн. Тарăн шыва ỹксен е путатăн, е шыв тĕпне çитсе урапа тапса ярса çиеле ишсе тухатăн. Пире пĕрле нумай пурăнма шăпа пỹрмен пулас. Пĕррехинче, 1968 çулта, нимене кайсан ку хутĕнче те нумай кирпĕч хурса йăтать упăшка, малтанхи суран уçăлса кайса больницăра вилет. Çăлса хăвараймарăмăр. Асли 9 çулта, кĕçĕнни çулталăк та тултарайман, хăрах çунат айĕнче тăрса юлчĕç ачасем. 1972 çулта ялти ФАПа ĕçе куçарчĕç. Унта ултă çул ĕçленĕ хыççăн фермăна ĕнесем сума куçрăм, 8 çул ĕçлесе пенсие тухрăм. Тивĕçлĕ канура та килте ларман, ача садĕнче 2 çул ытла, район больницин ача çуратмалли уйрăмĕнче санитаркăра ĕçлерĕм. Паянхи куна ачасем пурте мăшăрланчĕç. 7 мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук манăн. Савăнса кăна пурăн. Эпĕ хамăн пурнăçа пурăнса унăн йỹççине те тутантăм, — çапла вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне кинемей. Çапла, йывăрлăхсем çынна тата вăйлăрах тăваççĕ. Кам пурăнать, вăл такăнать. Хам астăвасса вăл фермăра çав тери тăрăшуллăччĕ, пĕтĕмпех ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланă-çке, 50-60 пуç ĕне валли апатне пĕтĕмпех карçынккапа, уттине çĕклемпе çĕкленĕ, çăра шывне кĕвентепе йăтнă. Яланах малти вырăнта пулнă ĕç ветеранĕ. Нумай хисепе тивĕçнĕ. Тата ялта чиркỹ уçас тĕлĕшпе мĕн чухлĕ тăрăшмарĕ пулĕ. Çапах уçрĕç. Паллах, кунта шăллĕ Александр Павлович та нумай пулăшрĕ. Тăрпасем тупса пачĕ, газ кĕртме витĕмлĕ пулăшу кỹчĕ. Пурте хăйсен вăйне шеллемесĕр тăрăшрĕç. Тайма пуç вĕсене. Турри сыхлатăр, сăвап пултăр. Инкек-синкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Тĕрĕсех пулĕ. Икĕ хутчен урине, унтан аллине хуçрĕ Зинаида. Енчен те çын хăйĕн урисемпе утаймасть пулсан, вăл костыль тытать, çапах чăтăмлăх çитерсе хăйне алла илет, малаллах талпăнать. Темиçе çул килтен тухаймасăр пурăнчĕ ватă. Халĕ икĕ туяпа кăштах утклать, анчах вăй çитерме йывăртарах-ха ăна. Çапах кĕрешет. Паян та, акă, чиркĕве илсе кайма пулăшу ыйтать. Мĕнле пулăшмăн-ха. Пурăн, вăрăм ĕмĕр сана Зина аппа, кинемей, пускил. А. Козлова.

Исаковское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429631, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Исаково, ул.Садовая, д.21
Телефон: 8(83530) 30-2-72
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика