Исаковское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чǎваш халǎхĕн тылри Паттǎрлǎхĕ» - краеведени сехечĕ

08:36 27 мая 2021 г.

Кӑҫал Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен ӗҫри паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑка паллӑ тӑватпӑр. Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалласа çу уйǎхĕн 27-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ял вулавǎшĕнче пĕрремĕш класра вĕренекенсемпе «Чǎваш халǎхĕн тылри Паттǎрлǎхĕ» краеведени сехечĕ иртрĕ. Пысӑк стройкӑна Чӑваш Енри ӗҫлеме пултаракан халӑхӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне янӑ. Кунсерен, шартлама сивве пӑхмасӑр, окопсемпе траншейӑсем чавма 110 пине яхӑн ҫын тухнӑ. Ҫакӑн пирки каласа пачӗ те ялти вулавĕш ĕçченĕ шкул ачисене. Историри пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене аса илсе тишкернисӗр пуҫне ачасем «История трудового подвига» видеоролик пǎхрĕç. Видеоролик Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннӑ Баранова Екатерина Филипповнǎн аса илĕвĕсем çинчен. Хаяр вӑрҫӑ кашни ҫемьешӗн инкеклӗ пулнӑ. Вӑйпиттисем алла пӑшал тытнӑ, тылри хӗрарӑмсемпе ватӑсен, ачасен хул пуҫҫийӗсем ҫине асаплӑ ӗҫ тиеннӗ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тӑвакансен ӗҫри паттӑрлӑхне эпир нихӑҫан та манмӑпӑр.

Исаковское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429631, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Исаково, ул.Садовая, д.21
Телефон: 8(83530) 30-2-72
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика