Исаковское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Харисановсен çемйи — “Çулталăкри çемье” республикăри конкурсăн муниципаллă тапхăрĕн çĕнтерỹçи

15:28 06 октября 2020 г.

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕн йăла-йĕрке залĕнче “Çулталăкри çемье” республикăри конкурсăн суйласа илмелли тупăшăвĕ пулса иртнĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ — обществăра çемье авторитетне ỹстересси, унăн пĕлтерĕшне вăйлатасси, çемьен чи ырă та лайăх енĕсене аталантарасси тата сыхласа хăварасси, ачасене çемье воспитанийĕ парасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, активлă çемьесене тупса палăртасси тата хавхалантарасси. Конкурс условийĕсемпе кăçал çемьесен тупăшăва хăйсен портфолионе тăратмалла пулнă. Тăратнă материалсенче вара кашни çемье хăйсен ырă енĕсем пирки каласа кăтартнă. Кăçалхи тупăшăва 6 çемье хутшăннă. Çавăнпа жюрине çĕнтерỹçĕне палăртма çăмăл пулман. Çивĕч тупăшура Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Ешкилтри Харисановсем çĕнтернĕ. Кил хуçи арçынĕ — Виталий Владиславович райцентрти “Çурçĕр электричество сечĕсем” предприятире электрикра тăрăшать. Мăшăрĕ — Викторина Леонидовна Пикшикри ветеринари участокĕн заведующийĕнче вăй хурать. Вĕсен район чысне республика шайĕнче хỹтĕлеме тивет. Туслă çемьен девизĕ: “Ни шагу назад, ни шагу на месте, а только вперед, и только все вместе”.

Исаковское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429631, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Исаково, ул.Садовая, д.21
Телефон: 8(83530) 30-2-72
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика