Исаковское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Çăварни кунĕнче Ванюшкаси халăхĕ асатте-асаннесенчен килекен праçнике анлăн паллă турĕ

10:07 25 февраля 2020 г.

Шăнкăрав сасси янăрать,     

Çамрăк-кĕрĕм савăнать.     

Çăварни килет çич кунлăх      

 Ма килмест-ши çĕр кунлăх?        

   Чăнах та, юрă-ташăллă çăварни эрнине пуринте нумая тăсас килет. Ара çак мĕн ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркене тĕпе хурса иртекен уяв кунĕсем чи хаваслисем-çке. Кунта ватти-вĕтти савăнать. Акă Аслă Çăварни кунĕнче Ванюшкаси халăхĕ асатте-асаннесенчен килекен праçнике анлăн паллă турĕ. Ялти мĕн пур çын унта савăнма тухма кăмăллă пулнăран уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Ванюшкасисем валли чи пысăк парне те пулчĕ. Шупашкартан Çăварни уявĕпе саламлама хаклă хăнасем килсе çитрĕç. Чăваш  наци радиовĕнче вăй хуракан редактор Ирина Лампасова, Владимир Фролов юрăç тата ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Порфирьев.

«Чăваш наци радиовĕнчен пурне те салам калатпăр! Эсир паян çакăнта пĕрле пуçтарăнса хăвăр мĕнлерех туслине, мĕнлерех кăмăллине кăтартса патăр. Тавтапуç сире! Эпир питĕ  хĕпĕртетпĕр, савăнатпăр. Малашне те çаплах пулăр, туслă пулăр! Пĕр-пĕрне пулăшăр,  яланах пĕрле пулăр. Çăварнипе саламлатпăр сире пурне те!»,- терĕç аякран килнĕ хăнасем. Уявра Ирина Лампасова, Владимир Фролов, Геннадий Яковлев (Çеçмер), Юрий Романов (Красноармейски), «Çăлкуç» ушкăн хаваслă та кăмăллă юрăсем шăрантарчĕç, пурне те ташлаттарчĕç, юрлаттарчĕç.

Александр Терентьев, Юрий Романов купăсĕсене питĕ ăста каланăран ялти артистсем юрланă кĕвĕсем тата та хитререх илтĕнчĕç. Маттур гармонистсем ванюшкасисене чăваш ташшине те нумай вăхăт хушши ташлаттарма ÿркенмерĕç. Александр Терентьев лашапа та ярăнтарчĕ. Çынсем пурте пĕрле пухăнса юрлама та вăйă выляма та аваннине палăртса хастар хутшăнчĕç Çăварнине.     

Тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Петрова та Çăварни ячĕпе саламласа яланах çапла пĕрле савăнмаллине палăртрĕ.       

Ял старостипе ванюшкасси халăхне, ертÿçĕсене, уява савăнăçлă ирттерме пулăшнăшăн Ирина Лампасована, Владимир Фролова, Юрий Романова, Геннадий Яковлева, Ольга Белоусована, Вера Леонтьевана, Анатолий Леонтьева, Александр Терентьева, Ольга Терентьевана, Илья Терентьева,Марина Платонована, Надежда Соловьевана, Зинаида Яковлевана, Людмила Арюхинана, Татьяна Филиппована Тав хучĕсем пачĕç.

Исаковское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429631, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Исаково, ул.Садовая, д.21
Телефон: 8(83530) 30-2-72
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика