Исаковское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫамрӑк ӑру Тарас Кириллов сӑвӑçа пĕлмеллех

08:01 17 февраля 2020 г.

Трак тăрăхĕ литературăра палăрнă ҫынсемпе пуян. Кӑҫал Красноармейски районĕ 85 ҫул тултарнине паллӑ  тунӑ тапхӑрта Тарас Кириллова аса илни вырӑнлӑ.

Нарăс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кĕçĕн Шетмĕри  ял вулавăш ĕҫченĕ Алина Сергеева тата чăваш чĕлхипе  литература  вĕрентекенĕ Ирина Козлова  6-мĕш класра вĕренекен ачасемпе  «Пирĕн районтан тухнă пĕрремĕш ҫыравҫăсенчен пĕри» историпе краеведени сехечĕ йĕркелерĕҫ.

Тарас Кириллов 1880 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, кивӗ стильпе, Етӗрне уесӗнчи Чӑваш Сурӑм вулӑсӗнчи Ҫеҫмер ялӗнче Кирилл Филиппов вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ ҫут тӗнчене килнӗ ачана Тарас ят хунӑ. Ҫулсем иртнӗ май вӑл Трак тӑрӑхӗнчи Мӑн Шетмӗри прихут шкулӗнче, ун хыҫҫӑн Ишекри икӗ класлӑ шкулра ӑс пухнӑ. 1899 ҫулта Т. Кириллов Хусан хулинчи учительсен семинарине пӗтернӗ хыҫҫӑн икӗ ҫул Етӗрне хулинче прихут училищинче, 1901–1903 ҫулсенче Шӑхасанти икӗ класлӑ шкулта учительте вӑй хунӑ. 1903–1905 ҫулсенче пултаруллӑ, мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк Хусан хулинчи миссионерсен курсӗнче малалла вӗренет. 1900 ҫулта Т. Кириллов ҫемье ҫавӑрать, Елизавета Васильевна Никольская хӗрупраҫпа венчете тӑрать. Елизавета пиччӗшӗ, Николай Васильевич Никольский, чӑвашсен пирвайхи хаҫатне, «Хыпара» кӑлараканӗ.

Тарас Кириллов Красноармейски районĕнчен тухнӑ чи пĕрремĕш сӑвӑҫ. Унӑн кун ҫути курнӑ хайлавĕсем: «Пулӑшӑр» (1903), «Тырă пулнă çул» (1905), «1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем» (1911), «Турă тăрăшакана юратать, тăрăшакан ырă курать» (1912), «Хресчен хăй ĕçĕ çинчен хывнă юрăсем» (1912), «Çывăхри ял-йышсем» (1915), «Турă çинчен» (1915), «Львовпа Перемышль хулисене илни ҫинчен хывнӑ юрӑсем» (1915), «Салтак арӑмĕ» (1916). Прозӑпа та ҫырнӑ: «Çутăра çÿрĕр» (1905), «Эрех этем ĕмĕрне кĕскетет» (1911). Тĕн ҫинчен ҫырнӑ юрӑсемпе статьясене вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ.

Ачасене унăн ĕҫĕ-хĕлĕпе ялти вулавăш ĕҫченĕ Алина Сергеева тĕплĕн паллаштарчĕ, электронла презентаци пăхрĕҫ. Даниил Андреев вĕренекен  «Ху халăхна ан хурла» сӑвӑ сыпӑкӗсене вуларӗ.

Тарас Кириллов хайлавӗсене 2010-мĕш ҫулта кӑна пирӗн ентеш, Геннадий Юмарт ӑсчах-таврапӗлỹҫӗ, «Суйласа илнисем» ятпа уйрӑм кӗнеке кӑларнӑ.

Паянхи кун эпир Тарас Кириллова чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ ҫыравҫи, поэчӗ тесе мӑнаҫланса палӑртатпӑр. Ӑҫтан кӑна тупӑннӑ унӑн хастарлӑхӗ, сӑмах ҫаврӑнӑшӗ. Ҫамрӑк ӑру Тарас Кириллов сӑвӑçа пĕлмеллех.

Исаковское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429631, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Исаково, ул.Садовая, д.21
Телефон: 8(83530) 30-2-72
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика