Исаковское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы Исаковского сельского поселения выпускникам 9-ого класса

10:55 23 мая 2019 г.

Хаклă вĕренсе тухакансем, çак шкулта эсир 9 çул пĕлÿ пухнă. Акă уйрăлу саманчĕ те çитрĕ, паян эпир çак çулсем хушшинче хаваслăн та йыхравлăн янăранă шăнкăрав сассине юлашки хут илтетпĕр.

Пирĕн умра - çут тĕнче çине çут шанчăкпа пăхакан ылтăн пек йăлтăркка, анчах унтан паха 4 мăшăр куç тинкерет, чечек пахчинчи ытарма çук хитре чечексем евĕр, анчах вĕсенчен те темиçе хут илĕртÿллĕрех 4 вĕренсе тухакан. Сире валли ман калас сăмахăм, вĕренсе тухакансем.

Эсир паян - тăван шкулпа, унти янăравлă шăнкăравпа, юратнă вĕрентекенсемпе сыв пуллашатăр, анлă пурнăç çулĕ çине тухатăр. Эпир,  сирĕн çине шанатпăр: эсир çирĕппĕн вĕçме вĕреннĕ кайăк чĕпписем пек хăюллă пулăр çак çул çинче, йывăрлăх сиксе тухсан хурçă пек çирĕп тăрăр, малаллах талпăнăр, ĕмĕтлĕ çын - çунатлă, савăнăçăра пайлама та, кирлĕ канаш илме те тăван шкулăра, юратнă вĕрентекенĕрсем патне килĕр.

Пурнăçра чи кирлĕ енсене - çынлăха, ырă кăмăллăха, тăрăшулăха - чи хаклă йывăçа ÿстернĕ пек ÿстерĕр. Тус-юлташсемпе çывăх çынсене - и е пачах пĕлменнисене - яланах ыррнине сĕнĕр. Ун чухне Çÿлти Турă сире хăвăра та кирлĕ ырăлăха тавăрса парĕ.

Пурнăç илемне туйса, ăна хакласа пурăнăр. Вĕренĕр, шырăр, тĕпчĕр, çитĕнÿсемпе çунатланăр, иксĕлми телейпе çиçĕр, вĕрентекенсемпе тăван шкул чысне çÿле çĕклекенсем пулăр.

Сире хисеплесе Галина Георгиевна Ефимова

Исаковское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429631, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Исаково, ул.Садовая, д.21
Телефон: 8(83530) 30-2-72
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика