Исаковское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление с Международным женским днем

10:31 07 марта 2019 г.

Хаклă хӗрарӑмсем!

Сире пӗтӗм чун-чӗререн Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Сирӗн ҫепӗҫ куллӑр ӑшшипе, савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа тата ҫӗнелӳпе тулса пуянланнӑ ҫак илемлӗ уява пурте чӑн-чӑн ҫуркунне палли пек йышӑнатпӑр. Ҫак вӑхӑтра ҫут ҫанталӑк хӗл ыйхинчен вӑранса чӗрӗлме тытӑнать, чунра ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллев ҫуралать. Иксӗлми юратупа илеме, тарӑн ӑспа ыр кӑмӑллӑха, ӑш пиллӗхпе чӑтӑмлӑха сӑнарлаканскерсем, эсир пурнӑҫа савӑнӑҫлӑрах тата ҫураҫуллӑрах тӑватӑр. Хӑвӑр чунтан савакан ҫывӑх ҫыннӑрсене ачашлӑхпа ӑшӑ туйӑм парнеленӗ май, вӗсене пурнӑҫри йывӑр самантсенче тӗрлӗ пӑтӑрмахсемпе инкексенчен сыхлатӑр, килти хӑтлӑха шанчӑклӑн упратӑр. Сирӗн юратӑвӑрпа тӑрӑшулӑхӑр арҫынсене вӑйлӑрах пулма хистеҫҫӗ, пултаруллӑ ӗҫлеме тата ырӑ ӗҫсем тума хавхалантараҫҫӗ. Сире ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ҫемье вучахне упрама пӗлнӗшӗн, ачасене ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ та пултаруллӑ ҫитӗнтернӗшӗн тата хӑвӑр ҫав хушӑрах ӗҫре, общество пурнӑҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарнӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп.

Хаклӑ аннесемпе асанне-кукамайсем, аппасемпе йӑмӑксем тата тантӑшсем, пурнӑҫа пархатар кӳнӗшӗн тата ӑна телейлӗ тума пулӑшнӑшӑн сирӗн чунӑрта яланах ҫуркунне чечеклентӗр, ҫемйӗрсенче юратупа килӗшӳлӗх хуҫаланччӑр, чи ҫутӑ ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланччӑр! Ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑхпа телей сире!

Сире хисеплесе, Галина Ефимова, Кĕçĕн Шетмĕ ял  поселенийĕн пуçлăхĕ

Исаковское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429631, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Исаково, ул.Садовая, д.21
Телефон: 8(83530) 30-2-72
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика