Исаковское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕçĕн Шетмĕ вулавăшĕнче «Революци ҫулăмĕпе туптаннă поэт» информаци сехечĕ иртрĕ

16:03 25 января 2019 г.

Тайăр Тимкки ҫуралнăранпа 130 ҫул ҫитнĕ ҫĕре кăрлачăн 25-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ вулавăшĕнче «Революци ҫулăмĕпе туптаннă поэт» информаци сехечĕ иртрĕ. Ачасене унăн ĕҫĕ-хĕлĕпе ялти вулавăш ĕҫченĕ Алина Сергеева тĕплĕн паллаштарчĕ.

«Сӑввисенчи ирĕклĕхпе пĕртанлӑх теми кивелмест. Кĕвĕленĕ сӑмахсен хӑватне шанса, пусмӑра хирĕç кĕрешĕве тухнӑ сӑвӑçӑн ĕçĕсем яланах халӑх асĕнче», - терĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Ирина Козлова. Вăл «Шухăш» сăвăна ачасене вуласа пачĕ.

Унӑн ятне çӱле çĕклес ĕçре ентешĕ Константин Петров пысӑк пай кĕртнĕ. Тайӑр Тимкки пултарулӑхне сарас тĕлĕшпе Николай Дворов-Шемексем поэт сулмаклӑ ĕçсем туса  пырать. Тайӑр Тимккин сӑнарĕ унӑн сӑввисенче те анлӑ вырӑн йышӑнать. Ҫамрӑк ӑру Тайӑр Тимкки сӑвӑçа пĕлмеллех.

 

Исаковское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429631, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Исаково, ул.Садовая, д.21
Телефон: 8(83530) 30-2-72
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика