Исаковское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Уçланкăри палан" юрăпа пуçланчĕ искусствă каçĕ чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ салинчи Элли Юрьев ячĕллĕ музей-картина галерейĕнче

08:47 06 ноября 2018 г.

Уçланкăри палан, шап-шурă çурăлсан,

Эпир сăмах парсаччĕ санпалан.

Кĕрхи кунсем çитсен, паланăмăр пиçсен,

Эс таврăнма пулсаччĕ аякран.

Çак юрăпа пуçланчĕ искусствă каçĕ чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ салинчи Элли Юрьев ячĕллĕ  музей-картина галерейĕнче. Килнĕ хăнасем Раиса Андреева юрăçăн клипĕпе пĕрле юрларĕç. Музей ĕçченĕ Валентина Николаева пурне те халăх поэчĕ Юрий Сементер  «Уçланкăри палан» юрă мĕнле çуралнă аса-илĕвĕпе паллаштарчĕ.  

Пĕрлĕх кунĕнче музея килнĕ çынсем палан çинчен юрăсем, «Калина красная» кинофильмри хăшпĕр самантсене курчĕç, илĕртÿллĕ палан ÿкерчĕкĕсемпа киленчĕç. Валентина Михайловна палан мĕнпе сиплине тата ăна хĕлле мĕнле упрамаллине каласа пачĕ. Искусство каçĕ çавра сĕтел хушшинче вĕçленчĕ.

Исаковское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429631, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Исаково, ул.Садовая, д.21
Телефон: 8(83530) 30-2-72
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика