Исаковское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрле пулсан – малашлӑх пулать

14:47 19 марта 2018 г.

Пĕтĕм Раççей халӑхĕ пуш уйӑхĕн 18-мĕшĕнче Раççей президентне суйларĕ. Кĕçĕн Шетмĕ ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан ял-йыш та çак суйлава хаваспах хутшӑнчĕ. Çак ял тӑрӑхĕнче пĕтĕмпе виçĕ суйлав участокĕ. Ирхи 8 сехет тĕлне пур суйлав участокĕнче те суйлавçӑсем черете тӑчĕç. Вĕсем пурте Раççей малашлӑхĕшĕн хӑйсен сассисене пама тӑрӑшрĕç. Суйлава ватти-вĕтти те, ҫамрăкки те хутшăнчĕ.

910 –мĕш суйлав участокне чылай ҫамрăк ҫемье хăйсен ачисемпе, аслашшĕ-асламăшĕсем мăнукĕсемпе суйлав участокĕсене ҫул тытрĕҫ. Ачисем, мăнукĕсем ашшĕ-амăшĕсемпе тăрăшсах, бюллетеньсене урнăсене яма тапаланчĕҫ. Питех те кăмăллă пулчĕ ҫамрăк ăру ҫине аякран пăхма. Вĕсем те малашлăхшăн тăрăшни куҫ умĕнчех пулчĕ.

Суйлавҫăсене Кĕҫĕн Шетмĕ культура ҫумĕнчи артистсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчĕҫ.

Исаковское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429631, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Исаково, ул.Садовая, д.21
Телефон: 8(83530) 30-2-72
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика