ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы сельского поселения Г. Ефремова с Днем работника культуры

00:00 23 марта 2012 г.

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем, культура ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире çывхарса килекен професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çăмăл мар, анчах пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăватăр эсир: хамăр халăхăн культурине, ырă йăли-йĕркине  сыхласа хăварассишĕн, ăна  малалла аталантарассишĕн тăрăшатăр. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем пушă вăхăта усăллă тата интереслĕ  ирттерччĕр, хăйсен пултарулăх шайне ÿстерччĕр   тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Çынсем  ăс-хакăл, нравственноç тĕлĕшĕнчен аталанассинче те, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре те сирĕн тăрăшулăхпа пултарулăх яр уççăн палăрать. Эсир çулран çул  çĕнĕлле ĕçлени, пурнăçпа тан пыма тăрăшни  савăнтарать.Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă пек эсир те хăвăр ĕçĕре пĕтĕмпех çын валли, çыншăн тăватăр, çак ĕçе çынсене хăйсене те активлăрах явăçтарма тăрăшатăр, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетĕр.  Эсир малашне те информаципе культура центрĕсем, Культура çурчĕсем чăннипех те ялти культура вучахĕ пулса тăччăр тесе ытларах та ытларах тăрăшасса шанас килет.  Апла пулсан сирĕн пултарулăх шайĕ ÿссех пытăр, ĕçлес тесе çунса  тăрăр. Пурсăра та сире çирĕп сывлăхлă вăрăм кунçул сунатăп. Çĕнĕлле ĕçлес вăй-хăват пĕрре те ан иксĕлтĕр  сирĕнте. Чун ăшши сирĕн хăвăр валли те, ял çынннисем валли те çиттĕр. Çемйĕрсенче яланах килĕшÿпе ăнлану, тулли пурнăç пултăр.

 

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ                                      Г.Е.Ефремов

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика