ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы сельского поселения Г.Ефремова с Днем защитника Отечества

00:00 22 февраля 2011 г.

Поздравление главы сельского поселения Г.Ефремова с Днем защитника Отечества

Хаклă ентешсем! Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, вăрçăн йывăр çулĕсене чăтса ирттернĕ тыл ĕçченĕсем, мирлĕ вăхăтрах çапăçусене хутшăннă салтаксем, çара кайма хатĕрленекен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

 

Сире пурне те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

 Çак уяв вăл Тăван çĕршыва юратакансен, унăн мирлĕ пурнăçĕпе лăпкăлăхне сыхлакансен,  паттăрлăхпа хăюлăх уявĕ. Çĕршыва хÿтĕлесси пирĕн çĕршыври кашни çыннăн чыслă та хисеплĕ тивĕçĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунă ветерансемпе  тыл ĕçченĕсен умĕнче эпир ĕмĕрĕпех парăмра. Пире вĕсем мирлĕ  те телейлĕ пурнăç парнелерĕç, вăрçăпа юхăннă тăван çĕршывăмăра ура çине тăратас ĕçре ырми-канми вăй хучĕç.  Паян та вĕсем çитĕнекен ăрăва  патриотла воспитани парас ĕçе хутшăнаççĕ, çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсе ÿсеççĕ. Паянхи çамрăксем аслă ăру çыннисен ĕçне малалла тăснине, Тăван çĕршывăмăр  паян та шанчăклă алăра пулнине çар конфликчĕсене хутшăннисен паттăрлăхĕ те çирĕплетсе парать. Афган вăрçинче те, ытти вĕри точкăсенче те пирĕн салтаксем çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç. Паттăр ывăлсем çитĕнтернĕ салтак амăшĕсен умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр. Çакă пире тĕнче уçлăхне пĕрремĕш çĕкленекенсем пекех хамăр ĕçре кашнинех малта пымалли, кашнин хăйĕн ĕçĕнче пултаруллă пулмалли çинчен калать. Ачасене мĕн пĕчĕкренех аслă ăрури паттăр салтаксен ырă тĕслĕхĕ çинче воспитани парассине тĕпе хумалла. Вĕсем çĕршыва хÿтĕлеме юрăхлă çынсем пулса ÿсчĕр тесе тăрăшмалла, çак ĕçе вăйлатмалла. Тăван çĕршывăн пуласлăхĕ, çирĕплĕхĕ вĕсенчен кашнинчен килнине мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ÿстермелле. Сирĕн пурин те сывлăхăр  çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Çемьере килĕшÿпе юрату, тату пурнăç хуçалантăр.

 

Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ                                   Г.Е.Ефремов

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика