Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Жительнице д. Ст. Шихазаны, труженнику тыла Акчуриной Розе Онуфриевне 95 лет

12:16 13 августа 2025 г.

Çурла уйăхĕн 11-мĕшенче Аслă Сĕрпӳел тăрăхне кĕрекен Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Акчурина Роза Онуфриевна 95 çул тултарчĕ. Роза Онуфриевна 1930 –мĕш çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшенче Йăвашкел ялĕнче Ракчеевсен çемьинче çуралнă.Ачалăхе йывăр вăрçă çулĕсене лекет.7 класс пĕтернĕ хыççăн Роза колхозра тăрăшма пуçлать.Вăкăр та кӳлнĕ,лашапа та çӳренĕ,вăрман каснă çĕре те хутшăннă.11-12 çултах çамрăк хĕр тăлăха тăрса юлать.Амăшĕ йывăр чире пула, ĕмĕрлĕхех куçне хупать. 1951-мĕш çулта маттур та чипер хĕр Хирти Шăхазан каччипе, вăрçăран таврăннă паттăр салтакпа, Акчурин Владимир Егоровичпа çемье çавăрнă.Розапа Владимир пĕрле 2 хĕрпе 4 ывăл çуратса ӳстернĕ. Тăван киле манмаççĕ ачасем,килсех тăраççĕ.Юбилей ячĕпе саламлама та пуçтарăнчĕç тăван киле. Ял поселенийĕн начальникĕ Н.А.Соколова,Комсомольски округĕн депутатсен совечĕн депутачĕ А.В.Тихонов хисеплĕ юбиляра президент янă çырупа тата тĕрлĕ парнесем парса чысларĕç. Вăрăм кун-çул,çирĕп сывлăх сунчĕç.Ветерансен союзĕн председателĕсем Ракчеев Г.Г. тата Акчурин И.В. Роза аппана саламласа ăшă сăмахсем каларĕç. Роза Онуфриевна,çулне кура мар,маттур та патвар. «Илем» фольклор ушкăнĕпе пĕрле юрă та шăрантарчĕ.Президент янă çырушăн,вырăнти пуçлăхсем парнеленĕ парнесемшĕн ,Роза аппа чунтан тав турĕ,пурне те хăйĕн пек нумай çул пурăнма сылăх сунчĕ.

Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика