11:17 18 июня 2024 г.
Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Карсакова Василиса Максимовна июнĕн 17-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.
Василиса Максимовна Хирти Шăхасан ялĕнче йышлă ҫемьере кун ҫути курнă. Ачалăхĕ унăн хаяр вăрҫăн йывăр ҫулĕсене лекнĕ. Ашшĕне вăрҫăн малтанхи кунĕсенчех фронта илсе кайнă, ҫав ҫулхи ноябрь уйăхĕнче хыпарсăр ҫухалнă. 7 класс пĕтерсен хĕр ялти фермăна сурăхсем пăхнă ҫĕрте тăрăшнă. «Ҫамрăк пулсан та мĕн вăй ҫитнĕ таран ĕҫленĕ, сурăхсем пăранланă вăхăтсенче сахал мар фермăра ҫĕр каҫнă. Пĕр ҫулхине колхоз правленийĕ лайăх ĕҫленĕшĕн мана 12 путек парса хавхалантарнăччĕ» - аса илет ватă.
Хӗр пӗве кӗрсен пур ҫӗрте те маттур пикене ял каччи каччи Федор Карсаков куҫ хывать, 1960-мĕш ҫулта ҫамрăксем мăшăрланаҫҫĕ. Тĕп киле юлса ҫĕнĕ ҫурт туса лартаҫҫĕ, выльăх-чĕрлĕх валли хуралтăсем йĕри-тавра ҫавăраҫҫĕ. Василиса аппа «Красный Отябрь» колхозăн бригадинче мĕн пенсие тухичченех тăрăшнă. Ҫемье пуҫĕ Федор Иванович нумай ҫул хушши комбайнерта тăрăшнă, виҫĕ ывăлне те каникул вăхăтĕнче хăйĕнпе пĕрле илсе ҫӳресе механизатор ĕҫне хăнăхтарнă.
Килĕшӳпе юратура мăшăр виҫĕ ывăл ҫуратса пăхса ÿстернĕ, вĕрентсе пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларнă. Ачисем пурте ҫемьеллĕ. Аслă ывăлĕ Вячеслав ҫемйипе Рязань хулинче пурăнать, Ростелеком перлешӳре инженер-связист пулса тăрăшать.Кĕҫĕн ывăлĕ Ваня тĕп килте ҫемйипе амăшĕпе пĕрле пурăнать, нумай ҫул хушши механизатор пулса тăрăшать. Вăл1987-1989 ҫулсенче ҫар тивĕҫне пурнăҫланă вăхăтра Афганистан вăрҫине хутшăннă, вăрҫăри хастарлăхшăн вăл «За Отвагу» тата «За боевые заслуги» медальсене тивĕҫнĕ.
Ачисем амӑшне тĕрĕс-тĕкел пӑхса ҫитӗнтернишӗн тав тӑваҫҫӗ, яланах ӑна юратни, хисеплени ҫинчен пӗлтерме васкаҫҫӗ. Василиса аппана унсӑр пуҫне 8 мӑнукӗ тата 5 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ, малалла пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ.
Василиса Максимовнăна ҫак сумлă юбилейпе Аслă Çĕрпÿел территори уйрăмĕн ертӳҫи Александр Титович Орешкин, Комсомольски округĕн депутачĕ Александр Васильевич Тихонов саламларĕҫ, парнесем парса чысларĕҫ.
«Василиса аппа, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн, тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăху ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр, малашне те сирĕн килте килĕшÿ хуçалантăр», - палăртрĕҫ саламлакансем.
Вырăнти культура ĕçченĕсем, ҫывăх тăванĕсем юбиляра саламласа хаваслă юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç.
Уяв вĕçĕнче Василиса Максимовна хăйне çакăн пек хисеп тунăшăн пурне те тав туса сывлăх сунчĕ.
Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики